Асарханулӑх пирки манаҫҫӗ

Шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 21 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем. 

Атӑл леш енчи пляжра канакансем йышлӑн. Пӗрисем хӗвел ҫинче хӗртӗнеҫҫӗ, теприсем шыва кӗреҫҫӗ. Каннӑ вӑхӑтра нумайӑшӗ асӑрханулӑх пирки манать. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем шывӑн турачӗ ҫуккине ҫынсене тӑтӑшах аса илтереҫҫӗ пулин те, пӑтӑрмаха лекекенсем ҫав-ҫавах нумайӑн. 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров