Ӑрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетекен ырӑ йӑла

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сӑваплӑ йӑла пур: ҫӗнӗ сезон пуҫланас умӗн пӗтӗм йышпа пиртен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ театр ӗҫченӗсен вилтӑприйӗсене тирпейлеҫҫӗ, чечек хурса пуҫ таяҫҫӗ. Ку ырӑ йӑла - ӑрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетекен мел те.

Театр ӗҫченӗсем чи малтан Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫине кӗчӗҫ. Мухтавлӑ ҫынсене пытарнӑ аллейӑра - чылай сцена ӑстин вилтӑприйӗ. Ольга Ырсем ятне кашни чӑваш пӗлет: вӑл - пирӗн чи пирвайхи драма артисчӗсенчен пӗри. Кунтах 70 ҫул ытла сцена ҫинче тӑван халӑха савӑнтарнӑ Вера Кузьминапа чылай ҫул театрӑн илемлӗх ертӳҫинче ӗҫленӗ Валерий Яковлев ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Иккӗшӗ те СССР халӑх артисчӗсем. Ҫӗнӗ тапхӑра кӗмессерен ваттисене ҫапла сума сӑвас йӑлана Валерий Николаевич сӗннипе пуҫарса янӑ.

Вера Кузьмина пиртен уйрӑлса кайни - тӑватӑ ҫула яхӑн. 98-а ҫитиччен театрта ӗҫленӗ хӑватлӑ артист пӗтӗм пурнӑҫне тӑван ӳнере халалланӑ, ун пек ҫынсен ячӗ ӗмӗр халӑх асӗнчен тухмӗ. Тӑван сцена ҫинче 107 сезон кураканӑн чун-чӗрине пӑлхантарнӑ, тӗрӗс пурӑнма вӗрентнӗ спектакльсенче - Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артисчӗсен, сумлӑ режиссёрсемпе ҫыравҫӑсен, композиторсен тӳпи. Константин Иванов режиссёр, "Салампи" авторӗ Александр Артемьев, Кӗлпук Мучи, Борис Марков, Светлана Ефимова артистсем те, ытти нумай-нумай маҫтӑр пекех, манӑҫми. Пархатарлӑ ҫамрӑк ӑру аслисене асран ямасӑр вӗсен тӗслӗхӗпе ӳсес, аталанас тени, ваттисене ҫапла хисеп туни - сӑваплӑ. Ӗнтӗ театр хӑйӗн 108-мӗш сезонне ҫӗнӗ вӑй-халпа пуҫлама хатӗр.

Марина Карягина