Аня Чижова ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗ "Шевле" фестивале хатӗрленет

Ыран Шупашкар округӗнче "Шевле" фестиваль пуҫланать. Ӑна Аня Чижова ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗ тӑрӑшнипе ирттереҫҫӗ. Билет сутса тунӑ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене пулӑшма усӑ курӗҫ. Фестиваль "Чуваш Керем" этнокомплексра иртет. 

Монотипи меслечӗ Аня Чижова ячӗллӗ фонд хӳттинче тӑракансемшӗн ҫӗнӗлӗх. Ксения Охтярова ӳнерҫӗ яшсемпе хӗрсене унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать. Малтанах хастарсем сӑрӑсемпе ятарлӑ кантӑк ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, кайран вара хатӗр ӳкерчӗке хут ҫине куҫараҫҫӗ. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсем курава хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. "Шевле" фестиваль вӑхӑтӗнче вӗсен тӑрӑшулӑхне кашниех хаклама пултарӗ. Волонтерсем те уяв лапамне хӑтлӑх кӳме васкаҫҫӗ. "Чуваш Керем" этнокомплекса вун-вун кӳлепепе илемлетеҫҫӗ. Кӑҫалхи фестиваль куракансен асӗнче юласса шанаҫҫӗ вӗсем. Ытти чухне уява виҫӗ уйӑх хатӗрленнӗ, кӑҫал вара - ҫур ҫул. 

Фестивале Раҫҫейри паллӑ ушкӑнсене - "Passmurny", "ХмырОв", "Элли на маковом поле" музыкантсене йыхравланӑ. Унсӑр пуҫне вун-вун ҫамрӑк артист тата чӑваш эстрада юрӑҫисем сцена ҫине тухӗҫ. Уяв виҫӗ куна тӑсӑлӗ. Йӗркелӳҫӗсем пуян программа хатӗрленӗ, ҫитӗннисене те, ачасене те усӑллӑ ӗҫе явӑҫтарасшӑн. Тӗрлӗ ӑсталӑх урокӗсем иртӗҫ, уҫӑ тӳпе айӗнче спектакль тата кино кӑтартма палӑртнӑ. 

Кӑҫал фестивале йӗркелеме Чӑваш Енри хастарсене Питӗрти тата Мускаври дизайнерсем пулӑшаҫҫӗ. "Шевле" чылай региона пӗрлештерет. Ырӑ ӗҫ тума йывӑр мар, кашниех билет туянса чирлӗ ачасене пулӑшакан фонда тӗрев пама пултарать. 

 

Вероника Павлова, Святослав Петров