Александр Карелин парти хастарӗсемпе тата ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсемпе тӗл пулчӗ

Раҫҫей сенаторӗ, виҫӗ хут олимп чемпионӗ Александр Карелин Чӑваш Енри спорт аталанӑвӗпе кӑсӑкланса "Единая Россия" партин республикӑри уйрӑмӗн пайташӗсемпе тӗл пулчӗ. Унтан Ҫӗнӗ Шупашкарти олимп резервӗн спорт шкулне ҫитсе курчӗ. 

Парти хастарӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулу Ҫамрӑксен театрӗнче халӑх пухрӗ. Депутатсем парти проекчӗсен пурнӑҫланӑвӗпе "Халӑх программин" кӑткӑс саманчӗсене пӑхса тухрӗҫ. Хӑйне май документ, шӑпах, халӑх сӗнӗвӗсене шута илсе спортпа ҫыхӑннӑ ыйтусене те ытларах тимлӗх тумаллине палӑртать. Ҫынсем ял-хуласенче ҫӗнӗ спорт керменӗсем тума, ҫамрӑксене тӗрев пама ыйтаҫҫӗ. Ырӑ тӗслӗхсем вара кашни тӑрӑхрах пур.
Парти уйрӑмӗсен секретарӗсемпе тӗрлӗ проект ертӳҫисем Александр Карелина республикӑри спорт ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансен йышӗ ӳссе пыни, чӑн та, аван кӑтарту. Ку ӗҫре халӗ ытларах ачасемпе ӗҫлемеллине палӑртаҫҫӗ.

Тӗлпулу хыҫҫӑн Александр Александрович регионти спорт тытӑмӗпе тӗплӗнрех паллашма Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитрӗ. Малтанах Республикӑра иккӗмӗш ҫул пурнӑҫланакан "Сывлӑх патне утӑм" акци мӗнле иртнипе кӑсӑкланчӗ, вырӑнти халӑхпа калаҫрӗ. Хӑйпе сӑн укерӗнес текенсен кӑмӑлне те туллин пурнӑҫларӗ. Ҫак проект халӑх сывлӑхӗнче ырӑ улшӑнусемпе палӑрмаллине каларӗ.

Хулари олимп резервӗн 3-мӗш шкулӗнче вара Александ Карелин ҫамрӑксене аслӑ спорта хатӗрлес ӗҫ мӗнле пулса пынипе кӑсӑкланчӗ. Спорт залӗнчех ачасемпе тата вӗсен тренересӗмпе калаҫрӗ, атлетсен кӑсӑклӑ ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Грекла-рим кӗрешӗвӗн 12 хут Европа, 9 хутчен тӗнче тата виҫӗ олимпиада ҫӗнтерӳҫи ҫамрӑксемшӗн спорт тӗнчин чи паттӑр улӑпӗ вырӑнӗнчех пулчӗ. Ахальтен мар вӑл "Раҫҫей Паттӑрӗ" ята та тивӗҫ пулнӑ. Александр Карелин ҫамрӑксене сӗнӳ-канаш панипе пӗрлех паянхи кун вӗсен чӑн-чӑн чемпион пулса ӳсмелли майсем пысӑк пулнине каларӗ.

Конференци залӗнчи тӗлпулу та кӑсӑклӑ иртрӗ. Александр Карелин Раҫҫей сенаторӗ спортсменсемпе тренерсен кашни ыйтӑвне ура ҫинче тӑрсах тулли хурав пачӗ. Пьедестал патне илсе пыракан сукмак кӑмӑл-сипетпе вӑй-хала ҫирӗплетнипе пӗрлех кун йӗркине те мӗн пӗчӗкрен пӑхӑнса пурӑннинчен килнине палӑртрӗ. Пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. 

Алексей Енейкин, Денис Афанасьев, Александр Никифоров