Ачасене пӗлӳ илме, аталанма хӑтлӑ майсем туса парасси

"Мир возможностей" парти проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑри шкулсене малалла юсаҫҫӗ. Дмитрий Захаров министр тӗп хулари 55-мӗш шкулти ӗҫ-пуҫпа паллашрӗ. 

1989-мӗш ҫулта тунӑ вӗренӳ учрежденийӗ кӑҫал хӑйӗн юсав черетне кӗтсе илнӗ. Строительсем объекта нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӗнӗ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 210 миллион ытла тенкӗ. Паянхи кун 55-мӗш шкул юсавне 70 ытла ҫынна явӑҫтарнӑ. Вӑй хуракансем ҫителӗклӗ, материалӗсене маларах туянса хунӑ. Ҫавӑнпа пӗр харӑсах тӗрлӗ ӗҫ тума пулать. 

Инженери тытӑмне тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ӑшӑ пӑрӑхӗсене йӗркелесе ҫитермелле. Ҫанталӑк чӑрмав кӳмесен ҫурт тӑррине туса пӗтересшӗн. Паянхи кун тӗлне мӗн-пур ӗҫӗн 20 процентне вӗҫленӗ. 

55-мӗш шкулта юсав ирттерме шаннӑ пӗрлешӗвӗн килӗшӳ тӑрӑх ӗҫе чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Хальхи пек графикран маларах пырсан, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех ачасене йышӑнас шанӑҫ та пур. Шкул директорӗ Александр Гурьянов палӑртнӑ тӑрӑх, пӳлӗмсем, ҫурт тулашӗ епле сӑн-сӑпатлӑ пулассине суйлама ачасемпе ашшӗ-амӑшне явӑҫтарнӑ. Кунта ҫӗнӗ медпункт, вӑл шутра стоматологи пӳлӗмӗ пуласси паллӑ. Патриотизм енӗпе халиччен те ҫине тӑрса ӗҫленӗрен малашне те ку енӗпех аталанас тӗллевсем пысӑк. Хальлӗхе учительсемпе 1600-е яхӑн ача 40-мӗш тата 41-мӗш шкулсене ҫӳрет. Сӑмах май, кӑҫал республикӑри вун-вун шкула юсама палӑртнӑ. 36-шне ҫулталӑкра ҫӗнетмелле, тӗп хулари 2 вӗренӳ учрежденийӗ 2 ҫуллӑх юсава каять. 

Алиса Александрова, Святослав Петров