Кӳкеҫри пӗрремӗш шкулта вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшаҫҫӗ. Тӗрлӗ класри ачасем уроксем хыҫҫӑн хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ. Вӗсене ку ӗҫре директорӑн советникӗ пулӑшса пырать. Кунта кадет класӗсем пулнӑран ачасем ҫар ӗҫне те хӑнӑхаҫҫӗ. Стройпа утма, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ кӳме, автомат салатса пуҫтарма вӗренеҫҫӗ. Иртнӗ икӗ ҫулта кашни педагог 50 ытла ӗҫ-пуҫ ирттернӗ.
Шупашкар тӑрӑхӗнчи 5 ача "Вектор успеха" Пӗтӗм Раҫҫейри форума хутшӑннӑ. 10 ытла вӗренекен Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулса тӑнӑ. Ишлейри вӑтам шкулти 3 ача ҫӗршыври "Орден мужества" сменӑра палӑрнӑ. Ҫак ҫитӗнӳре, паллах, советниксен тивӗҫӗ те пур. Вӗсем малашне те ачасене хавхалантарса ӗҫлеме хатӗр.
Вӗренӳ министрӗпе Дмитрий Захаровпа сӳтсе явмалли ыйту нумай пулчӗ. Кӑҫал Раҫҫейре Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ тата патриотизм ҫулталӑкӗ пулнӑ май, ӑна вӗрентекенсем тивӗҫлӗ ирттерес тӗллевлӗ. Кашни класа пӗр-пӗр герой ятне парса нумай ӗҫ-пуҫ йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Вӑл шутра ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ паттӑрсен ятне асра хӑварасси те тӗп вырӑнта пулӗ. Шкулсенче директорӑн советникӗсем 3 ҫул каялла ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта хӑйсен пӗлтерӗшне туллин кӑтартса панӑ вӗсем.
Надежда Александрова Михаил Солин