Ача кӗтекен студентсене пӗр хут 100 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ

Чӑваш Енре паянхи куна 500 ытла вӗренекен ҫамрӑк патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫме пултарать. Вӗсенчен 123 пулас амӑшӗ укҫа илнӗ те ӗнтӗ.

Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн 6-мӗш курсне куҫнӑ Татьяна Алексеева анне пулма хатӗрленет. Унӑн варти пепки 7 уйӑхра. Ача пирки хӗр 4-мӗш курсра вӗреннӗ чухнех шутлама пуҫланӑ, тухтӑрсемпе канашланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пулассине пӗлсен мӑшӑр питӗ хӗпӗртенӗ. Ача кӗтекен студентсене патшалӑх 100 пин тенкӗ тӳлесси пирки Татьяна учёта тӑнӑ хыҫҫӑн кӑна пӗлнӗ. Ҫакӑ уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ.

Вӗренме, ҫав вӑхӑтрах ача пӑхма ҫӑмӑлах мар ӗнтӗ. Ҫапах та мӑшӑр, тӑвансем ҫумра пулсан йывӑрлӑхсене парӑнтарма пулатех, тет Татьяна.

Вӗренӳ учрежденийӗсем те ача кӗтекен студентсене пулӑшма хатӗр. Чӑваш Енри Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫӑмрӑксене общежитипе тивӗҫтереҫҫӗ, харпӑр хӑй вӗренӳ программи ҫине куҫараҫҫӗ. Паянхи куна республикӑра 500 ытла студент ҫемйи шутланть. Учёта тӑнӑ хыҫҫӑн 123 пулас амӑшӗ 100 пин тенкӗ алла илнӗ. Нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗсенче те ҫамрӑксене тӗрлӗ тӗрев параҫҫӗ.

Диана Иванова, Виктор Степанов