Культура керменне пухӑннӑ халӑх малтанах Елчӗк тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗпе пенсионерсен пӗрлӗхӗн ӗҫне тишкерчӗ. Пӗрлешӳ ертӳҫи Елена Петрова пӗлтернӗ тӑрӑх, округра халӗ 6 пин те 650 ытла пенсионер пурӑнать. Вӗсенчен 2 пин те 600 ытли ӗҫ ветеранӗ шутланать, вӑрҫӑ ачисем 1200 яхӑн. Ҫавӑн пекех 80 тыл ӗҫченӗ тата Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен тӑлӑха юлнӑ мӑшӑрӗсем тепӗр вунӑ ҫын пур. Патшалӑх вӗсене тивӗҫлипех тимлӗх уйӑрать. Ҫавах та пенсионерсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусем те пур. Уйрӑмах вӗсене тӑван халӑх шӑпи шухӑшлаттарать. Ялӑн 70-75 проценчӗ паян вӑтӑсем пулнине палӑртаҫҫӗ ветерансем. Вӗсен йышӗ те майпен чакса пынине Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ.
Округри ветерансен канашӗн ертӳҫи вара хӑйӗн докладӗнче чылай ырӑ самант палӑртрӗ. Ватӑсем, чӑн та, пур ӗҫре те малта пырса ҫамрӑксене вӗрентсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫитӗнӳсемпе савӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, иртнӗ ҫул елчӗксем тыр-пул пухса кӗртессипе рекорд кӑтартнӑ. Ҫанталӑк кунне парсан, кӑтарту кӑҫал та аптрамалла мар пулмалла. Муниципалитет пуҫлӑхӗ Леонард Левый вара чылай ӗҫре ваттисен тивӗҫне палӑртрӗ. "Ниме" халӑх хысни тата ытти программӑра хастар хутшӑнса ялсене аталантарас ӗҫре, ҫавӑн пекех салтаксене гуманитари пулӑшӑвӗ парассинче те аслӑ ӑрурисем ырӑ тӗслӗх пулнине каларӗ. Ял-йыш тӑрӑшулӑхне кура ырӑ ӗҫре пулӑшакансем те тупӑнсах пыраҫҫӗ.
Муниципалитетра халӗ ҫӗнӗ инвестици проекчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Елчӗк шкулӗ ҫумӗнче, калӑпӑр, 16 миллион ытла тенкӗлӗх хӑтлӑ спорт лаптӑкӗ тӑваҫҫӗ, ял хуҫалӑхӗпе ҫул-йӗр ыйтӑвӗсене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Инфратытӑма аталантарас тесе темле пысӑк ӗҫсем туса пырсан та хальлӗхе ытларах ҫамрӑк хулана туртӑнни пурне те шухӑшлаттарать. 20 ҫул каялла кӑна Елчӗк районӗнче 4200 шкул ачи пулнӑ пулсан паян пӗлӳ ҫурчӗсене пӗр пин те 106 ача ҫеҫ ҫӳрет, пӗрремӗш класа 62-ӗн кайнӑ. Пуласлӑхра ҫав-ҫавах шанӑҫ пур-ха.
2027-мӗш ҫулта Елчӗк районне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май муниципалитетра чылай курӑмлӑ ӗҫ-пуҫ пулса иртмелле. Республика кунне те кунтах паллӑ тӑвӗҫ. Тӗрлӗ ыйтӑва татса парас ӗҫре вара халӑх сӗнӗвӗ те шутра пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра районӑн ҫӗнӗ энциклопедине хатӗрлес ӗҫ те хӗрӳ пырать. Ӑна муниципалитетӑн ҫавра ҫулӗ тӗлне кӑларма палӑртнӑ. Тӗлпулура чылай ыйту сӳтсе яврӗҫ. Ялсенче кивелнӗ культура ҫурчӗсене ҫӗнетессинчен пуҫласа пултарулӑх ушкӑнӗсене илемлӗ ҫи-пуҫпа тивӗҫтересси таранах сӑмах пычӗ.
Алексей Енейкин








