Шкул пурнӑҫӗнчи паллӑ куна уявлама кунта тӗплӗн хатӗрленнӗ. Пӗлӳ ҫурчӗн кун-ҫулӗпе паллаштаракан пуян экспозици йӗркеленӗ вӗрентекенсем, ачасем кӑмӑла-ҫӗклекен юрӑ-ташӑ вӗреннӗ, коридорпа классене илемлетнӗ. Ҫавра ҫулпа саламлама ҫитнӗ хӑнасем шкулти хӑтлӑха тӳрех асӑрхарӗҫ. Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ялти пӗлӳ учрежденийӗн шӑпах ҫакӑн пек пулмалла та, терӗ. 1987-мӗш ҫултах лартнӑ Пучинкери шкул ҫуртне икӗ ҫул каялла тӗпрен юсанӑ.
Шкулсене ҫӗнетмелли федераци программине пучинкесем Алла Салаева депутат тӑрӑшнипе кӗнӗ. Юсав мӗнле пынине те кайран вӑл асӑрхасах тӑнӑ. Вӗренме халӗ кунта кӑмӑллӑ та кӑсӑклӑ, - теҫҫӗ ачасемпе учительсем.
Пучинкери шкулта пилӗк ялти 161 ача пӗлӳ илет. Вӗренӳре те, спортра та, пултарулӑхра та хастар вӗсем. Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли чи лайӑх меслетшӗн пӗлтӗр шкул Республика Пуҫлӑхӗн грантне тивӗҫнӗ. "Асам" республика фестивалӗнче те палӑрнӑ.
Пучинке шкулӗн картишӗнче те халӗ "Ҫамрӑксем тата ачасем" наци проекчӗпе юсав пырать. Ӑна ҫывӑх вӑхӑтра вӗҫлемелле.
Екатерина Фомина, Николай Скворцов