Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлес текенсем каллех парта хушшине ларчӗҫ

«Фермер шкулӗ» 6-мӗш хут вӗренекенсене пухрӗ. Россельхозбанк пуҫарнӑ проект Чӑваш Енре 2020-мӗш ҫултанпа ял хуҫалӑх министерствипе Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать. 

«Фермер шкулӗн» черетлӗ вӗренӳ курсне 35 ҫынна йышӑннӑ. Вӑл шутра ял хуҫалӑхӗнче ӑсталӑх пухнисем те, пӗрремӗш утӑм тӑвакансем те пур. Конкурс пысӑк пулнӑ: пӗр вырӑншӑн виҫӗ ҫын тупӑшнӑ. Вӗренме кӗнисем чӑх-чӗп ӗрчетес тата пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илӗҫ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче пурӑнакан Кристина Михайлова килти хуҫалӑхӗнче темӗн тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк усрать. 

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Марина Васильева та хуҫалӑхне аталантарас тӗллевлӗ. Ҫавна май пӗлӗве пуянлатни, ыттисен ӗҫӗпе паллашни паха, - тет вӑл. 

Мӗнле ӗҫе вӗрентессине палӑртнӑ чухне республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн 2030-мӗш ҫулчченхи аталану программине тӗпе хунӑ. - Пирӗн тӗллев - чӑх ашӗпе ҫӑмарта тата ытти ял хуҫалӑх продукцине ытларах туса илме пуҫласси. Патшалӑх сире пулӑшма хатӗр, - терӗ Правительство ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов фермерсене ӑнӑҫу суннӑ май. Республикӑра вӗсене тӗрлӗ йышши грант парса хавхалантараҫҫӗ. Сӑмах май, ял хуҫалӑхӗнче тупӑш тумалли майсем анлӑ пулнине «Фермер шкулне» пӗтерекенсем хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ. Решит Санзяпов, Алексей Андреев пирвайхи курссенче пӗлӳ илнӗ. Вӗсен аталану ҫул-йӗрӗпе паллашма пурне те кӑсӑк пулчӗ. 

Фермер пулас ӗмӗт ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранне Александр Николаева та парта хушшине илсе ҫитернӗ. Мӑшӑрӗ те унран юлас темен. Кил хуҫи чӑх-чӗп ӗрчетесшӗн, арӑмӗ пахча ӗҫӗпе кӑсӑкланать. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене вӗренме май туса панӑшӑн Александр проекта йӗркелекенсене тав турӗ. «Фермер шкулӗн» 6-мӗш юхӑмӗнче ҫар операцийӗн 7 ветеранӗ тата вӗсен икӗ тӑванӗ пӗлӳ илет. 

Вӗренӳ программи пуян та анлӑ: агротехнологи меслечӗсене те, финанс ыйтӑвӗсене те тишкерсе тухӗҫ. Чӑваш Енри тата ытти тӑрӑхри ял хуҫалӑх предприятийӗсене ҫитсе курни вара уйрӑмах паха. 2 уйӑха яхӑн пыракан курс вӗҫленсен «Фермер шкулӗнче» вӗренекенсем бизнес-план хӳтӗлесе алла документ илӗҫ. 

Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов