Диктанта экзаменпа та танлаштарма пулать. Ҫакӑ маларах хатӗрленӳ лекцийӗсем иртнипе ҫыхӑннӑ. Кӑмӑл тӑвакансем онлайн меслетпе вырӑс чӗлхинчи ҫыру йӗркисене, уйрӑмлӑхӗсене тепӗр хут аса илме пултарнӑ. Диктант ҫырмалли аудиторире тӗрлӗ ҫын. Кам кашни ҫулах акцие хутшӑнать, хӑшӗ маларах пӗчӗкрех паллӑ илсе ҫулран-ҫул лайӑхраххи патне талпӑнать, пӗрремӗш хут килнисем ыттисенчен ытларах хумханни сисӗнет. Кӑҫал диктант текстне вулаканӗ - пирӗн ӗҫтеш Олег Авельев. Тӑван чӗлхепе диктанта шӑпах чӑваш тата вырӑс филологийӗн, журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова вуларӗ.
Темине вырӑс ҫыравҫи Александр Сергеевич Пушкин ҫемйипе ҫыхӑнтарнӑ. Ют патшалӑх ҫыннисем те акцие хутшӑннӑран вӗсем валли хушма, ҫӑмӑллатнӑ текст хатӗрленӗ. Диктант ҫырма юлташӗпе, ӗҫтешӗпе, ҫемйипе ҫитнисем те пур.
Йӗркелекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, чи пӗлтерӗшли - диктанта пӗр йӑнӑшсӑр ҫырса лайӑх паллӑ илни мар. Вырӑс чӗлхине юратнине, унӑн пуянлӑхӗпе тата хӑйнеевӗрлӗхӗпе тӗрӗс усӑ курма тӑрӑшнине акцие хутшӑнса тепӗр хут палӑртни паха. Пӗлтӗр тӗп хулара тата Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗркеленӗ тӗрлӗ лапамра ҫӗр-ҫӗр ҫын диктант ҫырнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пухӑннисенчен 20-шӗ "5" паллӑ илнӗ. Ун чухнехи текста сӑнарлӑ тата нумай чарӑну паллиллӗ тесе палӑртнӑ. Кӑҫалхи тӗрӗслев ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсем ыран паллӑ пулӗҫ.
Алиса Александрова, Антонина Капитонова, Денис Афанасьев








