Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗсем умӗнче паян нумай ыйту тӑрать. Хӑш специальнӑҫсем уйрӑмах ҫитмеҫҫӗ? Кадр ыйтӑвне татса парас тесен мӗн тумалла? Тӗллевлӗ вӗренекенсен шутне мӗнле ӳстермелле тата ытти те? Ҫавӑнпа та стратегиллӗ сессин пӗлтерӗшӗ пысӑк, палӑртрӗ Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров. Анлӑ лару хӑйнеевӗрлӗ иртрӗ. Техникумсемпе колледжсен, аслӑ тата вӑтам шкулсен ертӳҫисем ушкӑнсем ҫине пайланса канашларӗҫ. Тӗрлӗ ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклерӗҫ.
Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, техникумсепе колледжсен йышӑну кампанине улшӑнусем кӗртнӗ. Юлашки ҫулсенче экономика, бухгалтери тата юриспруденци специальнӑҫӗсемпе вӗренмелли вырӑнсен шутне пин единица таран чакарнӑ. Вӗсемпе ӗҫ рынокӗ ахаль те тулли. Ял хуҫалӑхӗ, йывӑр промышленность валли кадрсем вара ытларах хатӗрлеме пуҫланӑ. Республика "Профессионалитет" федераци проектне те хастар хутшӑнать. Иртнӗ 3 ҫулта 10 техникум ятарлӑ грант тивӗҫнӗ - пурӗ 860 миллион тенке яхӑн. Ҫапла вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене тӗпрен юсаҫҫӗ, лабораторисене ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫамрӑксене тӗллевлӗн вӗрентессине ытларах пусӑм тумалла, палӑртрӗҫ сессире. Ҫакӑ специалистсем ҫитменнине татса пама пулӑшмалла.
Сессире вӗренӳ учрежденийӗсем пӗр-пӗрин паха опычӗпе паллаштарчӗҫ. Ҫакнашкал тӗл пулусене малашне те йӗркелемеллине палӑртрӗҫ.
Диана Сафонова, Вадим Владимиров