"Классная тема" проекта Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе йӗркеленӗ. Ӑна "Педагогсемпе наставниксем" федераци тата "Ҫамрӑксемпе ачасем" наци проекчӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - педагог профессийӗн пӗлтерӗшӗпе сумне ӳстересси, пултаруллӑ вӗрентекенсене хавхалантарасси.
Конкурса хутшӑнакансем хушшинче чи ҫамрӑкки 18 ҫулта, чи асли вара 76 ҫулта пулнӑ. Вӗсен хӑйсен предмечӗпе тестировани тухма тата видеовизитка хатӗрлеме тивнӗ. Светлана Мыльникова Арктика пирки видеоурок кӑтартнӑ. Педагогсен ӗҫӗсене сумлӑ экспертсем хакланӑ. Светлана Мыльникован ӗҫне 7 пине яхӑн заявка хушшинче суйласа илнӗ. Ҫавна май вӑл 35 ҫурмафиналист шутне лекнӗ.
Вӗрентекенӗн тӑрӑшуллӑхӗ ачасен ҫитӗнӗвӗсенче курӑнать. Вӑл кашнин патне географи кулленхи пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑнса тӑнине ҫитерме тӑрӑшать, ҫут ҫанталӑк илемне курма, туйма вӗрентет. Уроксем кӑсӑклӑ иртчӗр тесе тӗрлӗ меслетпе усӑ курать.
Черетлӗ урокра Светлана Михайловна 7-мӗш "в" классене вӑйӑ урлӑ Китайпа паллаштарчӗ. Ачасем хавхалансах аякри ҫӗршыв пирки нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ. Вӗсем асӑннӑ предмет пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине ӑнланса вӗренеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейри географи обществи географипе пӗрлехи ҫӗнӗ учебник хатӗрлессипе ӗҫлет. Унта ытларах хамӑр ҫӗршывӑн тӗлӗнмелле кӗтесӗсемпе ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене тимлӗх уйӑрӗҫ. Унпа пур шкулта та - Калининградран пуҫласа Владивосток таранах вӗренӗҫ. Кӗнекере "чӗрӗ" ӳкерчӗксемпе, цифрӑллӑ карттӑсемпе анлӑ усӑ курӗҫ. Ҫакӑ ачасен вӗренес туртӑмне тата ӳстермелле. Ҫӗнӗ учебнике 2028-мӗш ҫул тӗлне хатӗрлесе ҫитермпелле.
Оксана Верликова, Антонина Капитонова, Святослав Петров