Ҫак ыйтусемпе Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев кӑсӑкланчӗҫ.
Шупашкарти 2-мӗш шкул ҫуртне 1982-мӗш ҫултах лартнӑ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ, хальччен ӑна пӗрре те тӗпрен ҫӗнетмен. Пӗлтӗр пӗлӳ учрежденине "Вӗренӳ аталанӑвӗ" патшалӑх программипе килӗшӳллӗн юсама йышӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем ҫакӑншӑн тем пекех хӗпӗртенӗ.
Хальлӗхе кунта 40 ҫын вӑй хурать, ҫурт тӑррине, урам енчи стенине ҫӗнетме пуҫласан рабочисен йышне ӳстерес тӗллевлӗ. Ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пырать. Алла Салаевӑпа Николай Николаев депутатсем подрядчик яваплӑхне палӑртрӗҫ. Унччен вӑл 4-мӗш гимназире юсав ирттернӗ, опычӗ пысӑк. - Шкула илем кӳрес тӗлӗшпе ачасемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе канашлатпӑр, - тет Марина Михалёва директор. Дизайн проекчӗпе хӑнасем те кӑсӑклансах паллашрӗҫ. Шкул музейне йӗркелес шухӑша пурте ырларӗҫ. Контрактпа килӗшӳллӗн подрядчикӑн юсав ӗҫне чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
2-мӗш шкулта вӗренекенсене вӑхӑтлӑха 5-мӗш гимназие куҫарнӑ. Хӑйсен пӗлӳ ҫуртне таврӑнасса пин те 600 ытла ача чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов








