Шупашкарти ача сачӗсене тӗпрен юсама республика бюджетӗнчен 240 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ

Кун пек пулӑшу ку таранччен пулман. Укҫапа шыв тата ӑшӑ тытӑмӗсене, чӳречесене улӑштараҫҫӗ, ҫивиттисене ҫӗнетеҫҫӗ. Хӑшпӗр объектсенче строительство пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков ҫак кунсенче тӗрӗслевпе темиҫе ача сатне ҫитрӗ.

Тӗп хулари Энергетиксен урамӗнчи учрежденире ача сасси мар, ӗҫ шавӗ тӑрать. Юсав кунта авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Палӑртнӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ пысӑк. Ҫур ӗмӗр каялла хӑпартнӑ ҫуртра тӑррине, стенасене, апат пӗҫермелли вырӑна, пӳлӗмсене йӗркене кӗртмелле, коммуникацисемпе урайне улӑштармалла. Ку садике ҫӗнӗ пурнӑҫ пама 29 миллион тенке яхӑн тӑккалӗҫ. 50-мӗш ача сачӗн «А» корпусӗнче те ӗҫ вӗрет. Юсав пыракан сатиксене ачасем чӳк уйӑхӗн варринчен ҫӳреме тытӑнӗҫ, тесе шантараҫҫӗ администрацире. Ҫитес ҫул вара тепӗр 10 кивӗ учреждение йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Леонид Петров, Евгения Зиновьева, Игорь Ульянов