Шупашкарти 55-мӗш тата 60-мӗш шкулсенче хӗрӳ ӗҫ шавӗ тӑрать

Кӑҫал федераци программипе килӗшӳллӗн республикӑри 38 шкулта тӗплӗ юсав пырать. Вӑл шутра 2 ҫулта ӗҫе вӗҫлемелли 2 вӗренӳ учрежденийӗ. Пысӑк проектсене пурнӑҫа кӗртме 7 миллиард тенке яхӑн явӑҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне сӗтел-пукан тата ытти вӗренӳ хатӗрӗ туянма кашни пӗлӳ ҫуртне 8 миллион ытла тенкӗ уйӑраҫҫӗ. 

Тӗп хулари 55-мӗш тата 60-мӗш шкулсенче юсав епле пынине Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров ашшӗ-амӑшӗпе тата «Мир возможностей» проектӑн хастарӗсемпе пӗрле тӗрӗслерӗ. 

55-мӗш шкула 1989 ҫулта хута янӑ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче кунта тӗплӗ юсав пуҫланнӑ. Ачасемпе учительсене вӑхӑтлӑха 40-мӗш тата 41-мӗш шкулсене куҫарнӑ. Контрактпа килӗшӳллӗн мӗнпур ӗҫе чӳк уйӑхӗ тӗлне вӗҫлемелле. Строительсем вара тӗллев патне самай маларах ҫитесшӗн. 

60-мӗш шкула юсама 219 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Паянхи куна палӑртнӑ ӗҫӗн 80 процентне туса пӗтернӗ. Халӗ стенасене шал енчен якатаҫҫӗ, шыв тытӑмне йӗркене кӗртеҫҫӗ. 

Вӗрентекенсемпе ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пӗр вӑхӑтра юсава пикеннӗ 2 шкулта та авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче шӑнкӑрав янӑрасса шанаҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов