Шупашкарти 3-мӗш шкулти ӗҫе подрядчик маларах вӗҫлеме шантарать

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Пӗлӳ ҫурчӗсенче ачасене кӗтсе илме хатӗрленсе юлашки ӗҫсем пыраҫҫӗ. Чылай заведенине вара тӗпрен юсаҫҫӗ. Вӑл шутра 3-мӗш шкула. Унти лару-тӑрупа яваплӑ пуҫлӑхсем, ашшӗ-амӑшӗ тата педагогсем паллашрӗҫ. 

Ку шкула 1979-мӗш ҫулта хута янӑ. 47 ҫул тултарнӑ пӗлӳ ҫуртне пӗрре те тӗплӗ юсаман. Калӑпӑшлӑ ӗҫсем кунта кӑрлач уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Килӗшӳ тӑрӑх, юсава чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫапах та подрядчик ӗҫе графикрен маларах туса пӗтерме шантарать. Ҫуртри инженери тытӑмне пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ, столовӑйне тата санитари пӳлӗмӗсене йӗркене кӗртнӗ. Кабинетсене те йӑлтах хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркеленӗ.

Кӑҫал республикӑри 38 шкулта калӑпӑшлӑ ӗҫсем пыраҫҫӗ. Вӑл шутра тӗп хулари 18 пӗлӳ ҫуртӗнче. 3-мӗш шкулта 760 ача ӑс пухать. Юсав вӑхӑтӗнче вӑсем 28-мӗш тата 63-мӗш вӗренӳ заведенисенче пӗлӳ пухнӑ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вара ачасемшӗн тӑван шкул алӑкӗ уҫӑлӗ. Ҫакӑ вӗрентекенсемпе вӗренекенсене те, ашшӗ-амӑшне те савӑнтарать. 

Шалти ӗҫсене вӗҫлесен тата сӗтел-пукана вырнаҫтарсан тӗрӗслекенсем объектра татах пулса курма калаҫса татӑлчӗҫ.

Ксения Потапова, Святослав Петров