Китай ҫӗршывӗнчи 5 педагог вырӑс чӗлхин грамматикипе лексикине, уйрӑмах падежсемпе сӑпатланусене тӗплӗ вӗреннӗ. Сяо Мэй - программӑна хутшӑнакансенчен пӗри. 25-ри ҫамрӑк темиҫе ҫул ӗнтӗ педагогикӑра тӑрӑшать - китайри шкул ачисене вырӑс чӗлхине вӗрентет. Халӗ хӑй Чӑваш Ене пӗлӳ илме килнӗ. Ятарлӑ курссене Раҫҫей ҫут ӗҫ министерстви пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.
Китайра вырӑс чӗлхине вӗренесси анлӑ сарӑлнӑ. Ҫавна май педагогика университечӗ унти вӗрентекенсемпе 13 ҫул тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлет. Ҫак вӑхӑт хушшинче икӗ ҫӗршыври педагогсем чӑн-чӑн туссем пулма ӗлкӗрнӗ. 10 куна тӑсӑлнӑ курссене пӗтернӗ ют ҫӗршыври хӑнасене ятарлӑ сертификат парса саламларӗҫ, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ.
Китайри педагогсем палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхине вӗреннӗ хыҫҫӑн, ытти тӗллевсене ним мар парӑнтарма пулать.
Оксана Верликова, Маргарита Львова, Святослав Петров








