Тӑван шкулпа уйрӑлма васкаманнисем валли Шупашкарта 107 класс уҫнӑ. Пӗлтӗр вӗсен шучӗ 85 кӑна пулнӑ. Ачасем хальччен илнӗ пӗлӗвне технологи, социаллӑ пурнӑҫпа экономика, ӑслӑлӑх, гуманитари енӗпе тарӑнлатма пултараҫҫӗ. Темиҫе профильлӗ классем те пулаҫҫӗ. Вӗсене конкурс меслечӗпе тата экзаменра пухнӑ баллсене тӗпе хурса йышӑнаҫҫӗ. 10-мӗш класа вӗренме кӗрессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче уҫӑмлатма хатӗр. Ашшӗ-амӑшӗ валли унта "хӗрӳ лини" телефонӗ йӗркеленӗ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов








