Шупашкар администрацийӗнче шкулсене тӗплӗ юсассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ

Ҫитес вӑхӑтра тӗп хулари тепӗр 13 шкулта тӗплӗ юсава пуҫӑнмалла. Строительство ӗҫӗсен графикне ҫирӗплетнӗ те ӗнтӗ. Кун пирки хула администрацийӗнче иртнӗ  канашлура пӗлтерчӗҫ. 

Тӗп хула администрацийӗн вӗренӳ Управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лукшин  пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра юсав ӗҫӗсем 6 вӗрену учрежденийӗнче пыраҫҫӗ. Ҫавна  пула унти вӗренекенсене вӑхӑтлӑх ҫывӑхри шкулсене куҫарнӑ.

Ачасене меллӗ пултӑр тесе уйрӑм классем панӑ. Хатӗрленӳ тапхӑрӗнчех шкула ҫӳремелли маршрутсене, сӗтел-пуканпа вӗренӳ хатӗрӗсене упрамалли вырӑнсене палӑртнӑ. Ҫак утӑмсем юсава пуҫӑнассине хӑвӑртлатнӑ. Паянхи кун 1-мӗш гимназире, 3, 35, 55, 56, 60-мӗш шкулсенче ӗҫ шавӗ тӑрать.  

Тӗплӗ юсав пыракан шкулсенчи ачасене йышӑннӑ пӗлӳ учрежденийӗсен хальхи вӑхӑтра 2 сменӑпа ӗҫлеме тивет, палӑртрӗҫ канашлура. Ҫавӑн пекех инҫет мелӗпе вӗрентессине те усӑ кураҫҫӗ. Класс ертӳҫисемпе предметсене тытса пыракан учительсем  ҫавсемех юлнӑ. Вӗренӳ планӗпе программа, занятисен расписанийӗ те улшӑнман. Уроксем кӑна урӑх вӑхӑтра пуҫланаҫҫӗ.  

Ҫавӑн пекех вӗренекенсем шкулсене уйрӑм алӑкран кӗреҫҫӗ. Ҫакӑ фойере ҫын хӗвӗшнинчен хӑтарать. Апаталану йӗркине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ - графике ҫӗнетнӗ. Тӗслӗхрен, 3-мӗш вӑтам шкулти кӗҫӗн классем халӗ 28-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ. Вӗсен уроксем яланхи пекех ирхи 8 сехетре пуҫланаҫҫӗ. 5-мӗшпе - 9-мӗш классем вара 63-мӗш шкула ҫул такӑрлатаҫҫӗ. Вӗсен занятисем 20 минут каярах пуҫланаҫҫӗ, пӗлтерчӗ 3-мӗш шкул директорӗ Надежда Степанова. Тӗп хулара ҫавӑн пекех хӗрӳ лини ӗҫлет. Вӗренӳ йӗркипе ҫыхӑннӑ ыйтусене 23-42-52, 23-42-37, 23-42-45 номерсемпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать. Канашлура унсӑр пуҫне тӗрлӗ хатӗр туянассипе, санитарипе гигиена нормисемпе, хӑрушсӑрлӑх тата право йӗркисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. 

Леонид Петров, Виктор Степанов