Хулари 49-мӗш пӗлӳ ҫуртне 1987-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗпрен ҫӗнетмен. Вӗренӳ пӳлӗмӗсем самай кивелнӗ, ӑшӑ тытӑмӗ кирлӗ пек ӗҫлемен. Вӗрентекенсем те, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ те юсав пуҫланассине чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.
Строительсем ӗҫе нарӑс уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Подрядчик пӗлтернӗ тӑрӑх, кунне объектра 45 ҫын вӑй хурать, материалсем ҫителӗклӗ, пӗтӗмпех вӑхӑтра илсе килеҫҫӗ. Паянхи куна мӗн пур ӗҫӗн 70 процентне вӗҫленӗ те ӗнтӗ. Графикпе килӗшӳллӗн пӗлӳ ҫуртне чӳк уйӑхӗн пӗрремӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
20-мӗш шкулта та хӗрӳ тапхӑр. Строительсем кашни кунах ир пуҫласа каҫччен ӗҫлеҫҫӗ. Объекта подрядчик вӑхӑтра туса пӗтерме шантарать. Ашшӗ-амӑшӗ те строительсем тӑрӑшса ӗҫленине, шкул палӑрмаллах улшӑннине палӑртать. Сӑмах май, вӗсем те шкулӑн дизайн-проекте хатӗрлес ӗҫе хастар хутшӑннӑ.
Ҫӗнелекен шкулсенче ачасене пӗлӳ илме, тӗрлӗ енлӗн аталанма тивӗҫлӗ майсем туса парӗҫ. Вӗренӳ пӳлӗмӗсене паха хатӗрсемпе тивӗҫтерӗҫ. Вӑл шутра физика, биологи тата хими кабинечӗсене хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалланӑ кӗтессем те пулӗҫ.
Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров палӑрнӑ тӑрӑх, кӑҫал шкулсене тӗпрен ҫӗнетме республика тата федераци хыснисенчен 7 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ. Юсав мӗнле пынине яваплӑ ведомствӑсем, ятарлӑ комиссисем тата ашшӗ-амӑшӗ малашне те тӗрӗслесех тӑрӗҫ.
Елена Дмитриева, Виктор Степанов








