Республикӑра кӑҫал 38 шкул тӗпрен юсамалла

"Ҫамрӑксем тата ачасем" наци проекчӗ тата "Единая Россия" парти проекчӗ пулӑшнипе кӑҫал Чӑваш Енри 38 шкула тӗпрен юсамалла. Ҫак тӗллевпе федераци тата республика бюджечӗсенчен 4 миллиард та 600 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Эрне каялла ӗҫсем тӗп хулари 60-мӗш шкулта пуҫланнӑ. 

Шкулсене хӑтлӑлатма кун чухлӗ укҫа-тенкӗ халиччен уйӑрман тесен те йӑнӑш пулмӗ. Федераци пулӑшӑвӗ тӗп хулапа пӗрлех республикӑри ял-хуласене те ҫитӗ. Ҫакӑ ачасене пӗлӳ илме пӗр тан майсем йӗркелеме пулӑшӗ. Тӗп хулари 60-мӗш шкулти  ӗҫсемпе Вӗренӳ министрӗ  Дмитрий Захаров паллашрӗ. Подряд организацийӗ хӑй ҫине илнӗ тивӗҫе кунта  яваплӑха туллин туйса пурнӑҫлать. Строительсем кӗске вӑхӑтра  стенасен ытларах пайне тул енчен ӑшӑ тытмалла туса ӗлкӗрнӗ. Шалта та ӗҫ сасси янӑраса тӑрать. Кунта рабочисем кивӗ урайне пӑсаҫҫӗ тата стенасене тасатаҫҫӗ. Ку пӗлӳ ҫуртне 1991-мӗш ҫулта хӑпартнӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те  тӗплӗ юсаман.

Строительсем классене, коридорсене хӑтлӑлатӗҫ. Тулаш енчен те шкул йӑлтах улшӑнӗ. Унпа пӗрлех мӗн пур инженери коммуникацине, вентиляци, шыв, ашӑ тытӑмӗсене, чӳречесене ҫӗнетӗҫ. Чи пӗлтерӗшли - юсав пӗлӳ парас ӗҫе ытлашши витӗм кӳмест. Уроксем те, кружоксемпе секцисем те ҫирӗплетнӗ вӗренӳ планӗпех пыраҫҫӗ. 

Дмитрий Захаров министр каланӑ тӑрӑх, тӗплӗ юсав пыракан шкулсене хушма 8-шар миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Унпа вӗренӳ хатӗрӗсем е сӗтел-пукан туянма пултарӗҫ. Шупашкарта кӑҫал пурӗ 18 шкулта анлӑ ӗҫ пуҫармалла. Вӗсенчен 16-шӗнче юсав пӗр ҫулта вӗҫленмелле пулсан, 59-мӗш тата 61-мӗш шкулсенче вӑл икӗ ҫула тӑсӑлӗ. Ҫакӑ строительство ӗҫӗсен калӑпӑшӗ пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ.  60 - мӗш шкулта вара мӗн палӑртнине чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Вӗренӳ учрежденисене хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркене кӗртесси - республика Правительствин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. 2030-мӗш ҫулччен Чӑваш Енре тӗплӗ юсав кирлӗ пур шкула та ҫӗнетмелле.

Леонид Петров, Дмитрий Афанасьев