Республикӑра ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн пӗлӳ учрежденисене тӗрӗслесси малалла пырать

Ятарлӑ комиссисенче Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинчи, пушар надзорӗнчи, Росгвардири специалистсем. Ҫак кунсенче тӗрӗслекенсем тӗп хулари 78-мӗш ача сатӗнче пулчӗҫ. 

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе "Колосок" ача сачӗн икӗ корпусне те юсанӑ. Ҫакна валли 700 пин тенкӗ тӑккаланӑ. Республика хыснинчен уйӑрнӑ 270 пин тенкӗпе вара сӗтел-пукан, теттесем туяннӑ. Сатикре пурӗ 21 ушкӑн. Вӗсене 500 ытла шӑпӑрлан ҫӳрет. Комисси кашни пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ, вӗсен хӑтлӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне тимлӗх уйӑрчӗ. 78-мӗш сатикре йӗркене ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ те ҫакна ҫирӗплетет. Комисси документсемпе те кӑсӑкланчӗ. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулмалла. Учрежденире тӗрӗслекенсем ҫитменлӗхсем асӑрхамарӗҫ. Ҫӗнӗ ушкӑна кӗтсе илме хатӗр, терӗҫ. Комиссин Калинин районӗнче шкул ҫулне ҫитменнисен 39 учрежденине тӗрӗслемелле. Ҫав йышран тата 6-шӗ юлнӑ. Ҫывӑх кунсенче комисси ӗҫе вӗҫлеме палӑртать.

Диана Иванова, Игорь Ульянов