Раҫҫейре студент кунне паллӑ турӗҫ

Республикӑри вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче 70 пине яхӑн ҫамрӑк ӑс пухать. Уяв Чӑваш патшалӑх университетӗнче иртрӗ. Пултаруллӑ хӗрсемпе тата каччӑсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. 

Уяв студентсен гимне шӑрантарнинчен пуҫланчӗ. Олег Николаев вӗренӳре, спортра, пултарулӑхра палӑрнӑ 25 ҫамрӑка Республика Пуҫлӑхӗн стипендине илессине ҫирӗплетекен сертификат парса саламларӗ. Вӗсен хушшинче регион тата ҫӗршыв шайӗнчи, халӑхсем хушшинчи конкурссемпе олимпиадӑсенче, ӑмӑртусенче мала тухнисем, наука ӗҫӗнче ҫитӗнӳ тунисем.

Ҫамрӑксен ятӗнчен регион пуҫлӑхне Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри истори вӗрентекенӗ Артем Максимов тав турӗ. Вӑл ачасене пӗлӳ панисӗр пуҫне шкулти музея тата шырав отрядне ертсе пыма та ӗлкӗрет. Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров аслӑ шкулта 269 Татьяна вӗреннине пӗлтерчӗ. Вӗсене те ҫак кун саламласси йӑлара. Ҫавӑн пекех Олег Николаев "Наци кубокӗ-2025" футбол турнирӗнче ҫӗнтернӗ спортсменсемпе тӗл пулчӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗ ку ӑмӑртӑва 2016-мӗш ҫултанпа йӗркелет. Унта аслӑ шкулта вӗренекен чикӗ леш енчи студентсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫулсерен 15 ҫӗршыври 150 ытла спортсмен вӑй виҫет. Вӗсен хушшинче чӑваш чӗлхине вӗренме кӑмӑл тӑвакансем те пур. 

Республикӑра ҫамрӑксен политикине аталантарасси - тӗп тимлӗхре. Ҫак тӗллевпех Ҫамрӑксен правительствине йӗркеленӗ, студентсен тата ӗҫлекен ҫамрӑксен канашӗсем те тӗрлӗ ыйтӑва татса параҫҫӗ. 2024-мӗш ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче ҫамрӑксен центрӗсене уҫнӑ. 

Оксана Верликова, Павел Иритков