Пысӑк хавхаланупа ӗҫе пуҫӑнаҫҫӗ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн Шупашкарти педагогсем   йӑлана кӗнӗ конференцие пухӑнчӗҫ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетнипе пӗрлех малашлӑха тӗллевсем лартрӗҫ. 

Паянхи кун тӗп хулари шкулсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗнелсе пыраҫҫӗ. Кӑҫал харӑсах 18 пӗлӳ ҫурчӗ тӗплӗ юсав программине кӗнӗ. Ҫитес ҫула палӑртнисем - тепӗр 7. Вӗрентӳре хальхи йышши меслетсене ӗҫе кӗртсе пырасси пӗлтерӗшлӗ. Цифра майӗсене усӑ курни те ҫӑмӑллӑх кӳрет. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑй илекен "Моя школа" платформа ҫинчен хулан вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Алексей Лукшин каласа кӑтартрӗ. Вӗренекенсене пулӑшса пырӗ вӑл, педагогсен ӗҫне ҫӑмӑллатӗ. Ашшӗ-амӑшӗшӗн ачисем епле ӗлкӗрсе пыни алӑ тупанӗ ҫинчи пек пулӗ. Хальхи технологисем тем пек пӗлтерӗшлӗ пулсан та, ку тытӑмра тем тесен те малти вырӑнта педагог. Сӑмах май, кӑҫал тӗп хулари 563 ача вӗренӳри ҫитӗнӳсемшӗн медале тивӗҫнинче те учительсен тӳпи пысӑк. Конференцире ача сачӗсенче, шкулсенче, аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче ӗҫлекенсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ.

Дмитрий Захаров министр пухӑннисене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ ирттерме сунчӗ. 

Алиса Александрова, Эльвира Иванова, Вадим Владимиров.