Пухӑннӑ кӗнекесене ялти библиотекӑсене ӑсатаҫҫӗ

Килте ахаль выртакан кӗнекесене, хаҫат-журнала иккӗмӗш пурнӑҫ парнелеме пулать. Шупашкарта пичет кӑларӑмӗсене пуҫтармалли ятарлӑ шкапсем вырнаҫтарнӑ. Пухӑннӑ кӗнекесемпе кайран ялти библиотекӑсен фондне пуянлатӗҫ. 

Ку шухӑш Чӗмпӗрти обществӑлла истори библиотекин ӗҫ тӑвакан директорӗн Владимир Романовӑн ҫуралнӑ. "Кӗнекесене макулатурӑна яма шел. Тен, кама та пулин вӗсем кирлӗрех", тенӗ. Ҫапла ятарлӑ проект ҫырса грантсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ку ӗҫ Чӗмпӗр, Самар тӑрӑхӗсенче тата Чӑваш Енре пурнӑҫланать. Паянхи куна Шупашкарта 30 шкап вырнаҫтарнӑ. Кӗнекесемпе вӗсем питӗ хӑвӑрт тулаҫҫӗ. Сӑмахран, Гагарин урамӗнчи эрне хушшинче тулнӑ. Хула ҫыннисем тӗрлӗ литература илсе килеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах юрӑхсӑра тухнӑ кӗнекесене йышӑнмаҫҫӗ. Тата вӗсене хутпа е хутаҫпа чӗркеме ыйтаҫҫӗ.

Енчен те кӗнеке уйрӑмах нумай - 100-тен те ытла пулсан, вӗсене йӗркелӳҫӗсем киле те пырса илме хатӗр. Ҫакӑн валли 25-20-01 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла. Хула ҫыннисем ырӑ пуҫарӑвӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртаҫҫӗ.

Пухӑннӑ кӗнекесене ялти библиотекӑсене ӑсатаҫҫӗ. Хӑш вулавӑшсене кирлӗреххине маларах палӑртса хунӑ. Сӑмах май, республикӑри 10 ытла округри библиотекӑсенчен заявка йышӑннӑ. Кӗнекесене вулавӑшсене яриччен суйлаҫҫӗ. Проект президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе, республикӑри Культура министерстви ырланипе пурнӑҫланать.

Шупашкарта ҫакнашкал 50 шкап вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ку проекта Атӑл тӑрӑхӗнче харӑсах темиҫе хула хутшӑнать. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров