Софья Ермолаева Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Матакран, вут пек чӗрӗ хӗр яланах тӗрлӗ олимпиадӑна хутшӑнать, ыттисем пекех чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ӑмӑртусенче мала тухать, ҫавӑнпа "Эткер" сменинче тӳлевсӗр канма тивӗҫ пулнӑ.
Маҫтӑрлӑх сехетӗнче ҫӗнӗ юрӑ-ташӑ вӗренеҫҫӗ-и, пӗр-пӗр вӑйӑ выляса спектакль лартаҫҫӗ-и - йӑлтах тӑван чӗлхепе. Тӗлпулусене культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсене чӗнни кун йӗркине пуянлатать. Хальхинче эткерҫӗсем "Хавал" чӗлхе уйлӑхне йӗркелекен Александр Блинов полиглотпа курнӑҫрӗҫ.
Республикӑн вӗренӳ министерстви этнокультура программипе иртекен "Эткер" сменӑна 2008-мӗш ҫултанпа йӗркелет. Унта ҫӗршывӑн мӗнпур кӗтесӗнчен хастарлӑхпа уйрӑлса тӑракан чӑваш ачисем килеҫҫӗ. Кӑҫалхи "Эткерте" - 30 ача.
Максим Козлов - Шупашкарта пурӑнакан вырӑс ачи. Чӑвашла вӗренес кӑмӑлӗ унӑн 33-мӗш шкулта уҫӑлнӑ. Халӗ Максим чӑваш чӗлхипе патшалӑх экзаменӗ памалӑхах ӳссе ҫитнӗ. "Хама халь чӑн чӑваш ачи пекех туятӑп" тет вӑл.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Александр Степанов - пысӑк опытлӑ педагог, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи. Ун шучӗпе, ҫакнашкал смена ҫулталӑкра пӗрре кӑна мар, кашни каникулта ӗҫлемелле.
Марина Карягина, Святослав Петров