Пӗтӗм ҫӗршыври пекех Чӑваш Енре те этнографи диктанчӗ ҫыраҫҫӗ

Кӑҫалхипе ку ҫутӗҫ акцийӗ 10-мӗш хут иртет. Ӑна йӗркелекенӗ - Наци ӗҫӗсен федераци агентстви. Республикӑра та пӗлӗвне тӗрӗслес текенсен шучӗ ҫулсерен ӳссех пырать.

Акци чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех пуҫланнӑ, ҫак уйӑхӑн 8-мӗшчен пырать. Диктанта пӗр-пӗр аудиторире тата онлайн мелӗпе ҫырма май пур. Пӗрремӗш кунхине этнографи пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем Чӑваш наци музейне тата "Тӗрленӗ Раҫҫей картти" павильона пуҫтарӑнчӗҫ. Тест 30 ыйтуран тӑрать. Вӗсене 45 минутра хуравламалла.   

10 ҫул хушшинче этнографи диктанчӗ йӑлана кӗнӗ ӗҫ-пуҫ пулса тӑнӑ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансене пӗрлештерет. Пӗлтӗр пирӗн республикӑра акцие 26 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.  

Диктантӑн пӗрремӗш кунхин пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, вӑтам балл пӗлтӗрхи ҫулпа пахсан пысӑкрах пулнӑ - 76 тулли те 1 вуннӑмӗшпе танлашнӑ. Ӗнер  акци Туслӑх ҫуртӗнче иртнӗ. Ыран этнографи пӗлӗвне Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн техникумӗнче тӗрӗслеме пулать. Онлайн мелӗпе вара диктанта проектӑн официаллӑ сайтӗнче чӳк уйӑхӗн 8-мӗшччен ҫырма май пур.  

Оксана Верликова, Дарья Паскарюк, Святослав Петров