Патӑрьелти 2-мӗш шкулта агротехнологи класӗсем уҫӑлчӗҫ

Республикӑра ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунне халалласа кашни округрах уявсем иртрӗҫ. Вӗсенче ведомствӑри ҫитӗнӳсене палӑртса ҫӗр ӗҫченӗсене чысларӗҫ. Патӑрьелсем вара шкул ачисене ял пурнӑҫӗнче кирлӗ пулакан профессие хатӗрлес тӗлӗшпе арготехклассем уҫрӗҫ.

Патӑрьелти 2-мӗш шкулта вӗренекенсемшӗн халиччен ӗмӗтленме те пултарайман пысӑк уяв ҫитрӗ. Кунта ялсене кадрпа тивӗҫтерес тӗллевпе пуҫарнӑ федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн агротехнологи класӗсене уҫрӗҫ. Вӗсем ҫамрӑксене ял хуҫалӑхӗнчи специальнӑҫсемпе кӑсӑклантарса яма тивӗҫ. Ачасене шкултах тӗллевлӗ пӗлӳ илме пулӑшса пурнӑҫра тивӗҫлӗ професси суйлама май параҫҫӗ.

Кунта ҫамрӑксем тӑрӑшсах ӳсен-тӑрансен генетикипе селекцине тӗпчеме пултараҫҫӗ. Кирлӗ пулсан, тӗрлӗ ҫырлапа пахча ҫимӗҫри нитратсене те ҫӑмӑллӑнах палӑртаяҫҫӗ. Агротехнологи класӗнче микроскоп та хӑйне евӗрлӗ.

Проектпа килӗшӳллӗн, агротехклассене кирлӗ хатӗрпе инвесторсем тивӗҫтереҫҫӗ. Унӑн виҫи 5 миллион тенкӗ таран пулмалла. Кайран вара тӑкаксен 90 процентне патшалӑх тавӑрса парать. 

Ял хуҫалӑх пӗлӗвне паракан класра вӗренес кӑмӑллисен йышӗ кунта ҫителӗклӗ. Уяв кунӗ вӗсене ятарлӑ галстуксемпе тивӗҫтерсе тӑрӑшса вӗренме тупа тутарчӗҫ. 

Чӑваш Енре кӑҫал ҫакӑн евӗр классем 4 ял-хулара: Шупашкарпа Красноармейски тӑрӑхӗнче тата Етӗрнере уҫнӑ. Ҫитес вӑхӑтра агротехнологи класӗсем Муркашра тата Вӑрмарпа Вӑрнарта хута каймалла. 

Пулас специалистсене ачаранах хатӗрлени хӑйӗн ҫимӗҫне паратех. Патӑрьелсем ку енпе яланах тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Муниципалитет ял хуҫалӑх кӑтартӑвӗсемпе кӑҫал та республикӑра чи малтисен йышӗнче. Чылай енпе вара пӗрремӗш пырать. Ҫавӑнпа та ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунне уявлама сӑлтавӗ пысӑк темелле. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чи пултаруллӑ аграрисене тата ял хуҫалӑхӗн ветеранӗсене чысларӗҫ. Ырӑ тӗслӗх вара ыттисене те хавхалану парса тухӑҫлӑрах ӗҫлеме хистет. Сӑмах май, Чӑваш Ен кӑҫал виҫӗмҫулхи пекех миллион тонна ытла тырпул пухса илнӗ. Пӗтӗмлетӳ тума вара хальлӗхе иртерех-ха. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑнӑран уй-хирте тепӗр 200 ытла гектар ҫинчен куккуруспа хӗвел ҫаврӑнӑшӗ пухса кӗртмелли юлнӑ. 

Алексей Енейкин