Нимелле вӗренӳ учрежденийӗсем те ҫӗнелеҫҫӗ

Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсене юсама халӑх пуҫарӑвӗн программипе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Кӑҫал ҫапла майпа ҫӗнелнӗ объектсене Шупашкар хула администрацийӗн Вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Алексей Лукшин хакларӗ. 

Ку программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ тӑкаксен 10 процентне халӑх саплаштарать. Ытти - бюджет укҫин-тенки. Кӑҫал ҫапла майпа вӗренӳ учрежденисен лаптӑкӗсене тирпей-илем кӗртнӗ, чӳречесене, верандӑсене улӑштарнӑ, асфальт сарнӑ тата ытти те. 

Шупашкарти 201-мӗш сатикӑн 2-мӗш корпусне 300 ытла ача ҫӳрет. Ку учрежденине 35 ҫул каялла хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗплӗ юсаман. "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑна вӗсем пӗрремӗш хут 2 ҫул каялла хутшӑннӑ. Ун чухне садик чӳречисене улӑштарнӑ. Кӑҫал вара 5 ҫӗнӗ веранда вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑн валли 4 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ те пулӑшнӑ. Верандӑсене ҫуллах улӑштарнӑ. Халӗ ачасем хӑтлӑ майсенче выляма пултараҫҫӗ: юр е ҫумӑр вӗсене хӑратмасть. 

166-мӗш ача сатӗнче те ырӑ улшӑнусем — ҫӗнӗ чӳречесем лартнӑ. Халӗ пӳлӗмсенче самай ӑшӑрах. Пурте пӗрле тӑрӑшнипе ҫак ӗҫе тума пултарнӑ. Пурӗ 3 миллион тенкӗ ытла тӑккаланӑ. Пӗр пайне ашшӗ-амӑшӗ саплаштарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ малашне те тӑван сатике пулӑшу кӳме хатӗр. "Ачасене ҫеҫ хӑтлӑ та аван пултӑр", - теҫҫӗ вӗсем. 

"Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсем малашне те усӑ курас тӗллевлӗ. 201-мӗш сатикре верандӑсене ҫӗнетсе пӗтерме палӑртаҫҫӗ. 166-мӗш учрежденире те ҫакӑн пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров