Мӗн пӗчӗкренех тӗрлӗ профессипе паллаштараҫҫӗ

Вӗренӳ тытӑмӗнче тӑрӑшакансене мӗн хумхантарать, шкулсемпе ача сачӗсем пӗлӳ кунне хатӗр-и? Ҫак тата ытти ыйтӑва Правительство Пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тӗп хулари вӗренӳ учрежденисенче пулнӑ май сӳтсе яврӗҫ. Уйрӑмах ачасене професси суйлама пулӑшассине мӗнле йӗркеленине тимлӗх уйӑрчӗҫ. 

Чӑваш Енре ачасене мӗн пӗчӗкренех тӗрлӗ профессипе паллаштараҫҫӗ. Сатикренех вӑсем вӑл е ку ӗҫ пирки тӗплӗнрех пӗлме пултараҫҫӗ. Унтан пӗлӗве шкулта, техникумра е университетра аталантараҫҫӗ. Ҫак майсем "Мир возможностей" парти проекчӗ пулӑшнипе уҫӑлса пыраҫҫӗ. Шупашкарти 200-мӗш ача сатӗнче те ӳсекен ӑрӑвӑн пуласлӑхне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.  

Педагогсемпе пӗрле ачасем кунта биологипе, астрономипе тата физикӑпа ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ, мультфильм ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Профориентаци ӗҫӗ малалла шкулта тӑсӑлать. Тӗслӗхрен, хулари 5-мӗш гимназире вӗренекенсене ҫӗвӗҫ тата кулинар профессине вӗрентеҫҫӗ. Кунта инженери лагерӗ те ӗҫлет. Унта ачасем радиотехника вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хываҫҫӗ. Гимнази республикӑри ертсе пыракан техникумсемпе тата аслӑ шкулсемпе ҫыхӑну тытать.  

Вӗренӳ тытӑмӗпе паллашнӑ май Правительство пуҫлӑхӗ 1-мӗш гимназири юсав мӗнле пынине ҫитсе курчӗ. Строительсем графикпе килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ. "Паянхи куна республикӑра 38 шкула юсаҫҫӗ. План тӑрӑх объектсен ытларах пайӗ чӳк уйӑхӗ валли хатӗр пулмалла. Тӗп тӗллев - пӗтӗм ӗҫе вӑхӑтра туса пӗтересси",- палӑртрӗ Сергей Артамонов. 

Вӗренӳ тытӑмӗнчи ҫивӗч ыйтусене вара "ҫавра сӗтел" тавра пухӑнса сӳтсе яврӗҫ. Вӑл шутра кадр политики пирки сӑмах пычӗ. Сергей Артамонов пӗтӗм кӑтартӑва пӗр ҫӗре пухмаллине каларӗ. Ҫакӑ лайӑх тата япӑх енсене тӳрех курма, тивӗҫлӗ йышӑнусем тума пулӑшнине палӑртрӗ. 

Ксения Потапова, Игорь Ульянов