Кунтан тӗрлӗ халӑх культурипе литературине ҫӗклекен чылай ятлӑ-сумлӑ ҫын вӗренсе тухнӑ

Нумайӑшӗ паян кун та тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн тӑрӑшать. Йӗпреҫ округӗнчи Ирҫе Ҫармӑсра мордва халӑхне ҫутта кӑларакан Макар Евсевьев ячӗллӗ вӑтам шкулӑн 150 ҫулхи ҫавра ҫулне уявларӗҫ. 

Ирҫе Ҫармӑс шкулӗн историйӗ 1875-мӗш ҫултанпа ҫырӑнать. Унччен вара ял халӑхӗ хутла пӗлмен тесен те юрать. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене вӗрентме тӗрлӗ тӑрӑхри пӗлӳ ҫурчӗсене янӑ. Ҫавах та, кунта ҫуралса ӳснӗ Макар Евсевьев тӑрӑшнипе 150 ҫул каялла Ирҫе Ҫармӑсра шкул лартаҫҫӗ. Малтанхи вӑхӑтра вӑл икӗ класлӑ ҫеҫ пулнӑ. Ачасене ирҫелле, чӑвашла тата вырӑсла пӗлӳ панӑ. Анчах та шкула ҫӳрекенсем сахаллӑн пулнӑ. Тепӗр 30 ҫултан та вӗренекенсен шучӗ 52 ачана ҫеҫ ҫитнӗ. 

Майпен-майпен кунтан паллӑ ҫынсем тухма пуҫланӑ. Уйрӑмах ирҫе ҫыравҫисене палӑртмалла. Вӑл йышра Пётр Глухов писатель тата Константин Ивановӑн "Нарспи" поэмине ирҫе чӗлхине куҫаракан Алексей Рогожин сӑвӑҫ. Ҫак шкултах вӗрентекен пулса ӗҫленӗскер вӑрҫӑра пуҫ хунӑ. Ҫавах та, ҫыравҫӑсен хайлавӗсене шкулти ирҫе литературин программине кӗртнӗ. Ентешӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнса ытти ҫамрӑксем те тӗрлӗ ӗҫре палӑрма тӑрӑшнӑ. Ҫапла майпа шкултан культурӑпа искусствӑра тӑрӑшакансем, паллӑ тухтӑрсем, ҫар ҫыннисем тухнӑ.

Тӗрлӗ вӑхӑтра пӗлӳ ҫурчӗ чылай улшӑнӑва тӳссе ирттерет. 1980-мӗш ҫулта вара шкул ҫӗнӗ кирпӗч ҫурта куҫать. Тепӗр 4 ҫултан кунта ирҫесем мухтавлӑ ентешне - Макар Евсевьева асӑнса палӑк уҫаҫҫӗ. 2000-мӗш ҫулта шкула ун ятне параҫҫӗ. Халӗ кунта Ирҫе тата Чӑваш Ҫармӑс ялӗсенче пурӑнакан 35 ача вӗренет. Ҫавӑн пекех шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗ те пур.

Уява пухӑннӑ ентешсем те хальхи шкул илемлӗ те хӑтлӑ пулнине палӑртрӗҫ. Хӑйсем вӗреннӗ вӑхӑта вара савӑнса аса илчӗҫ. Мӗнпур ырришӗн аслисене тав тӑваҫҫӗ вӗсем.

Чӑваш тата Ирҫе Ҫармӑс ялӗсен сумлӑ ҫыннисем тӑван шкулӗн юбилейне парнесемпе ҫитнӗ. Культура институчӗн кафедра ертӳҫи Раиса Васильева, сӑмахран, ентешӗсем патне хӑй хатӗрленӗ ал ӗҫӗсен куравӗпе килнӗ. Вӑл ӑсталанӑ ҫи-пуҫ капӑрлӑхӗсене хӑнасем те тытса, тӑхӑнса пӑхмасӑр чӑтаймарӗҫ. 

Кунти тус-юлташлӑ халӑхсем таврари ытти ялсемшӗн те пысӑк тӗслӗх вырӑнӗнче. Уйрӑмах ҫамрӑксем пӗрле пухӑнса чылай пархатарлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Мухтавлӑ ентешӗсемпе мӑнаҫланакансем шкул юбилейӗнче паянхи вӗрентекенсемпе танах ветерансене чысларӗҫ. Педагогсене тав тӑвакансен йышӗнче сумлӑ хӑнасем нумайӑн пулчӗҫ. Ялтан тухнӑ ҫамрӑксем те тӑван шкулне хаклӑ парнесем турӗҫ. Ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ пӗлӳ парассинче малашне те пӗрле ӗҫлесе пыма шантарчӗҫ.

Алексей Енейкин