Кунта пӗлӳ илнисем малалла ҫӗршыври сумлӑ вӗренӳ заведенисенче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ

Шупашкар хулинчи Ходяшевсем ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча музыка шкулне никӗсленӗренпе 50 ҫул ҫитрӗ. Уява педагогсемпе ку шкулта вӗреннисем, хӑнасем пуҫтарӑнчӗҫ.  

Тӗп хулара паян музыка шкулӗсем 5. Хӑй вӑхӑтӗнче умлӑн-хыҫлӑн тенӗ пек 1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш, 5-мӗш уҫӑлнӑ. Ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ районӗ аталанса пынӑ май кунта та пулас музыкантсене хатӗрлемелли учреждени кирлех пулнине аван ӑнланнӑ. 4-мӗш вӗренӳ учрежденине 1976-мӗш ҫулта уҫса Горький урамӗнчи общежитин 1-мӗш хутӗнче вырнаҫтарнӑ. Хальхи ертӳҫӗ Тамара Матросова аса илнӗ тӑрӑх, ун чухнех кирлӗ хатӗрсемпе туллин тивӗҫтернӗ. 1992-мӗш ҫулта Университет урамне куҫнӑ. Шупашкарӗпе те ҫак шкулта кӑна янӑравлӑ кӗсле пулнӑ. Уншӑнах чылай ачана ҫак шкула вӗренме яма тӑрӑшнӑ та. Уяв концертӗнче те ҫак инструментпа пӗрре мар сцена ҫине тухрӗҫ. 

Паян Ходяшевсем ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче 430 яхӑн ача ӑс пухать. 300-шӗ тӳлевсӗр майпа. 2016-мӗш ҫулта тӗплӗ юсавпа танах шкула ҫӗнӗ инструментсемпе пуянлатнӑ. Шӑпах ҫавӑн чух педагогсен пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ - хула рояль туянса панӑ. Сӑмах май, 28 педагогран 8-шӗн хисеплӗ ят пур. Чылайӑшӗн ӗҫ кӗнекинче пӗртен-пӗр паллӑ. Вӗсем ҫак шкул никӗсленнӗренпех ҫамрӑк ӑрӑва пӗлӳ параҫҫӗ. Вӗрентекенсен шанӑҫне ачасем тӳрре кӑларса пыраҫҫӗ, пӗлӗвне малалла ҫӗршыври сумлӑ шкулсенче тарӑнлатаҫҫӗ. 

Уявра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ пултаруллӑ ҫамрӑксем тӑван сцена ҫинче тепӗр хут тӗл пулчӗҫ. Тӑмра калама вӗреннӗ Анна Иванова Питӗртен ҫитнӗ уява. Амӑшӗ пӗчӗкле шӑпах ҫак шкула ертсе килнӗ ӑна. 

Оперӑпа балет театрӗн солисчӗсем Маргарита Финогентовапа Константин Москалев та уяв сцени ҫине тухрӗҫ. Вӗсен ачисем те ашшӗ-амӑш ҫул-йӗрне суйласа ҫак шкулта ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров