Каҫал тӑрӑхӗнчи чи пысӑк шкул пулӗ

Комсомольскинче 640 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул хӑпартма пуҫланӑ. Пӗлӳ ҫурчӗн строительствипе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вырӑна ҫитсе паллашрӗ. 

Малтанхи шкула икӗ ҫул каялла авариллӗ тесе йышӑннӑ. Ҫавна май ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ хӑпартас ыйту тухса тӑнӑ. Вӗренӳ объектне пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Графикпе килӗшӳллӗн ӗҫсене ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Строительство валли республика хыснинчен 1 миллиард та 270 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра никӗсне янӑ, канализаци, шыв пӑрӑхӗсем хывассине вӗҫленӗ. Рабочисем пикенсе ҫуртӑн пӗрремӗш хутне купалаҫҫӗ. 

Регион ертӳҫи шкул строительствипе паллашнӑ май, ӗҫ мӗнле пынипе кӑмӑллӑ юлчӗ. Ку шкул - округ ачисене аталанмалли тӗп вырӑн пулассине палӑртрӗ. 

Ҫитес пилӗк ҫулта Комсомольски тӑрӑхӗнче вӗренӳпе ҫыхӑннӑ 10 проект пурнӑҫа кӗртмелле. Вӑл шутра ҫак шкула хута ярасси. Тукай ялӗнче 50 вырӑнлӑ ача сачӗ тумалла тата 5 шкулпа 3 садике юсаса ҫӗнетмелле. 

Паянхи куна Комсомольски тӑрӑхӗнче 16 шкул. Пурӗ вӗсенче 2 пин те 500 яхӑн ача пӗлӳ илет. Комсомольскинчи 2-мӗш шкула хута ярасса вӗренекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ тата вӗрентекенсем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров