Forbes тата РБК ҫырса кӑтартнӑ Шупашкар ҫынни Чӑваш Енре IT-колледж уҫнӑ

Георгий Соловьёв маларах Хӗвелтухӑҫ Европӑра чи пысӑк онлайн-шкул пуҫарнӑ. Халӗ вӑл пултаруллӑ ҫамрӑксене ӑста программист пулма пулӑшать. 

Георгий Соловьёв Шупашкарта ҫитӗннӗ, 3-мӗш лицейра ӑс пухнӑ. Аслӑ классенче физикӑпа пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтерни ӑна Мускаври физикӑпа техника институтне экзаменсӑрах кӗме май панӑ. 

5-мӗш курсра Георгий юлташӗсемпе акӑлчан чӗлхи вӗренмелли Skyeng шкул пуҫарса янӑ. Тӗнчипе палӑрнӑ Forbes финанспа экономика журналӗн шучӗпе, халӗ вӑл рунетри чи хаклӑ 30 компани йышне кӗрет. Ача чухне вӗрентсе, сумлӑ олимпиадӑра мала тухмалӑх хатӗрленӗ учительсене тав туса Георгий тӑван шкулӗнче физикӑпа курссем йӗркеленӗ. Кайран IT-колледж ҫуралнӑ. "Кирек епле тупӑшлӑ ҫемьере ҫитӗнекен ача тӗнче шайӗнчи пӗлӳ илме пултаракан вырӑн тӑвасшӑн пултӑм",- палӑртрӗ тӗллевне Георгий Соловьёв. Ун сӑмахӗпе, IT тытӑмӗ усламҫӑсенчен ҫеҫ мар, пурнӑҫа ҫӗнӗлӗхсем кӗртме пултаракан ҫамрӑксенчен тӑрать. Раҫҫейри специалистсем шутласа кӑларнӑ программӑсемпе халӗ ҫур тӗнче усӑ курать. 

IT-колледжа 9 класс пӗтернӗ пултаруллӑ ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Кунта вӗренмешкӗн Михаил Глазов Канашран куҫса килнӗ, ашшӗ-амӑшӗ ун йышӑнӑвне ырланӑ. Студент спорт программированийӗн чемпионатӗнче малти вырӑнсене тивӗҫма пултарнӑ та ӗнтӗ. Ҫак кунсенче вӑл пӗтӗм ҫӗршыври олимпиадӑна хутшӑнать, унта ҫӗнтерме тӑрӑшса хатӗрленет. IT-колледжра ӑс пухакансем пурте мал ӗмӗтлӗ, тӗллевӗсене пурнӑҫлама ӑнтӑлаҫҫӗ - пысӑк компанисенче ӗҫлеме е старт-ап уҫма шутлаҫҫӗ. 

IT-колледж 2-мӗш ҫул ӗҫлет, ҫавах та малтанхи вӗренӳ ҫулне ытларах хӑнӑхмалли пулнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӑна официаллӑ майпа уҫнӑ ятпа сумлӑ хӑнасене халь йыхравланӑ. Студентсем хӑйсем хатӗрленӗ презентацисемпе паллаштарчӗҫ. Кирилл Кириллов, сӑмахран, чат-ботсем ӗҫе кӗртет. Вӗренекенсен йышӗнче хӗрупраҫ та сахал мар. IT халӗ укҫа ӗҫлесе илмелли тата аталанмалли май тесе шутлаҫҫӗ вӗсем. Студентсем ытларах чухне инҫет мелӗпе пӗлӳ илеҫҫӗ. Колледжа пуҫарса яракан Георгий Соловьёв сӑмахӗпе, ҫакӑ вӗренекенсене индустрири вӑйлӑ специалистсем патне ҫул уҫса парать. Колледжа юсаса хатӗрсемпе тивӗҫтерессине, ӗҫ укҫи тӳлессине тата ытти тӑкаксене Георгий Соловьев хӑй ҫине илнӗ. 65 студентран 60-шӗ усламҫӑ гранчӗпе пӗлу илеҫҫӗ, 5-шӗ кӑна тӳлевлӗ майпа вӗренет. 

Ирина Николаева, Надежда Давыдова, Михаил Солин