Ҫитӗнӳсем тума, тарӑн пӗлӳ илме майсем уҫӑлаҫҫӗ

"Ҫӗнӗ шкул" проектпа Шупашкарта кивӗ вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетесси малалла пырать. Тӗп хулара харӑсах виҫӗ пӗлӳ ҫурчӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ: 1-мӗш гимнази, 20-мӗш тата 35-мӗш шкул.  

Тӗп хулари 20-мӗш шкула 1974-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те юсаман. Вӗренӳ пӳлӗмӗсем самаях кивелнӗ пулнӑ. Юсав вӑхӑтӗнче шкулӑн ҫивиттие, чӳречесене улӑштарнӑ. Ҫуртра инженери коммуникацийӗсене тата шыв тытӑмне юсанӑ. Сӗтел-пуканпа алӑксем те йӑлтах ҫӗнӗ. Ӗҫсем вӗҫленессе вӗрентекенсем те, вӗренекенсем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. 

Тӗп хулари 35-мӗш шкул та тӗпрен улшӑннӑ.1970-мӗш ҫултанпа кунта пӗрремӗш хут пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ. Ӗҫсем пынӑ вӑхӑтра ачасем 38-мӗш шкулта вӗреннӗ. Тӑван пӗлӳ ҫуртӗнчи ҫӗнӗ спорт залӗ, хальхи кабинетсем - пысӑк парне пекех. Хальхи шкулсем ачасене ҫитӗнӳсем тума, тарӑн пӗлӳ илме пулӑшӗҫ.  

Ксения Потапова, Олег Шашурин, Святослав Петров