Чӑваш патшалӑх университетӗнче электронлӑ спорт аталанӑвӗн центрӗ уҫӑлчӗ

Унта малашне аслӑ шкулта вӗренекенсем кӑна мар, таврари шкулсенче ӑс пухакансем те ҫӳреме пултарӗҫ. 

Университетра 2017-мӗш ҫултах студентсен пуҫарӑвӗпе киберклуб йӗркеленӗ. 5 ҫулта унта ҫӳрекенсем 2 грант выляса илсе проектсене пурнӑҫланӑ. Икӗ хут университетӑн ушкӑнӗ чи лайӑх киберклубсен йышне кӗнӗ. Ҫавӑн пекех студентсем Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи конкурссенче палӑрнӑ. 

Халӗ вара киберклубӑн хӑйӗн ҫурчӗ. Унта тӗплӗ юсав тунӑ. Пурӗ 12 компьютер вырнаҫтарнӑ. Электронлӑ спортпа кӑсӑкланакансем валли 2 вӑйӑ хатӗрӗ пур. Тӗрлӗ проект хатӗрлеме профессилле оборудовани те туяннӑ. Ҫуртра темиҫе лаптӑк, ҫавӑнпа та пӗр харӑсах 50 ҫын кунта вырнаҫма пултарать. Центрта лекцисем, пултарулӑх урокӗсем, тӳрӗ эфирсем ирттерме планлаҫҫӗ.

Асӑннӑ центр уҫӑлнӑ хыҫҫӑн республикӑра киберспорт тата ытларах аталанма пуҫламалла. Кунта студентсемпе танах шкул ачисем те ӑсталӑхне ӳстерме пултарӗҫ. 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова