Патриотла проект савӑнӑҫлӑ лару-тӑру ялавсене йӑтса тухнинчен тата ҫӗршыв гимне шӑрантарнинчен пуҫланчӗ. Курс 32 эрне тӑсӑлать. Ӑна регионти "Воин" центр тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Ҫак вӑхӑтра виҫӗ взводӑн тӗрлӗрен хушӑва пурнӑҫлас пулать. Кашни эрнере - ҫӗнӗ ӗҫ. Кадетсен ветерансемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшма, асӑну вырӑнӗсене хӑтлӑлатма, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарма тивӗ. Пӗтӗмлетӳ ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗнче тӑвӗҫ.
Ҫур ҫул курсантсен ушкӑнпа хутшӑнса ӗҫлеме, пӗр-пӗрне ӑнланса тата пулӑшса пыма тивӗ. Курс вӑхӑтӗнче илнӗ пӗлӳ ҫамрӑксене малашнехи пурнӑҫра та кирлӗ пуласса шанаҫҫӗ. Кашни взводӑн хӑйӗн кураторӗ пулать. Вӗсем "Воин" центрта ӗҫлекенсем. Курсантсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тупа турӗҫ.
Кадетсене ҫак кунах пӗрремӗш ӗҫ пачӗҫ. Вӗсен "Взвод картти" йӗркелемелле пулчӗ. Курсантсем кашни ушкӑнӑн правилисемпе тата девизӗсемпе паллашрӗҫ, вӗренӳ вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшса пырассине сӳтсе яврӗҫ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров








