Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра "Сингулярити" колледж ӗҫлет. Унта 3 специальноҫпе 200 ытла студент вӗренет. Кӑҫал унтан пирвайхи 13 ҫамрӑк вӗренсе тухнӑ. Вӗсем пурте айти компанисенче вӑй хураҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ центрӗн тӗп тӗллевӗ вара - шкулпа колледж ҫыхӑнӑвне йӗркелесси. Кунта ҫамрӑксене шкул саккинченех пулас профессипе паллашмалли майсем туса панӑ. Чи лайӑх вӗренекенсем пысӑк компанисенче ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ.
Хӑнасем колледжра ӑс пухакансемпе тата унтан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксемпе калаҫрӗҫ. Вӗсен шухӑшӗсемпе тата тӗллевӗсемпе кӑсӑкланчӗҫ. Пултаруллӑ ҫамрӑксем "Шуршӑл ҫийӗн ҫӑлтӑрсем" проект пурнӑҫа кӗртнӗ, туристсене Чӑваш Енпе тата Андриян Николаевпа паллаштаракан аудиогид хатӗрленӗ. Олег Николаев ҫавна май яш-кӗрӗме регионти туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен ушкӑна кӗме сӗнчӗ.
Шупашкарти транспортпа строительство технологийӗн техникумӗнче вара "Профессионалитет" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑри 10-мӗш вӗренӳпе производство центрне хута ячӗҫ. Хальхинче вӑл транспорт ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ. Малашне республикӑри 4 вӗренӳ учрежденийӗнче ӑс пухакан 500 ытла студент пулас профессипе ҫыхӑннӑ оборудовани ҫинче хӑйсен ӑсталахне ӳстерме пултарӗ. Ку енӗпе техникумсемпе регионти предприятисем тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеҫҫӗ.
Вӗренӳ цетрне хута яма федераци тата республика хыснисенчен 130 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш Енре "Пофессионалитет" проектпа 2022-мӗш ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑтра энергетика, машиностроени, педагогика, медицина тата ытти енӗпе кластерсем йӗркеленӗ. Ҫакӑ ҫамрӑксене пулас профессипе туллин те курӑмлӑн паллашма пулӑшать.
Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче "Профессионалитет" проектпа килӗшӳллӗн пин ҫурӑ ытла студент пӗлӳ илнӗ. Вӗсенчен 80 проценчӗ хӑйсен специальноҫӗпе ӗҫе вырнаҫнӑ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов








