Чӑваш Енӗн пуласлӑхӗ валли кадрсем ҫитӗнтеретпӗр

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаеван республикӑри ӗҫлӗ ҫӳревӗ малалла пырать. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен вӑл Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенчи педагогсен конференцийӗсене хутшӑнчӗ. 

Вӑрнарти культура керменне округри вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем пуҫтарӑнчӗҫ. Фойере ача садне ҫӳрекенсем тӗрлӗ тытӑмри профессипе паллаштаракан курав йӗркеленӗ. Пӗчӗк экскурсоводсем ҫӗвӗҫ, ветеринар, фермер, агроном тата ытти ӗҫсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. 

Кӑҫалхи тӗл пулу - "Вӑрнар векторӗ: Чӑваш Енӗн пуласлӑхӗ валли кадрсем ҫитӗнтеретпӗр" ятпа иртрӗ. Пурӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче округра 2 пин те 931 ача партта хушшине ларать. Вӗсенчен 238-шӗ - пӗрремӗш хут шкула каякансем. Конференцире пӗлӳ парас ӗҫри тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ. Тӗп вырӑнта - кашни ачана пахалӑхлӑ вӗренӳпе тивӗҫтересси, ӑна пур енлӗн аталанма, ҫитӗнӳсем туса малашнехи ҫула суйласа илме ҫителӗклӗ майсем туса парасси. Иртнӗ пилӗк ҫулта округри 4 шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, тепӗр 4 пӗлӳ ҫурчӗн территорине хӑтлӑлатнӑ. Ӗҫре палӑрнӑ, нумай ҫул вӑй хуракан тата пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ педагогсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. 

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳ панине вара вӗренекенскен ҫитӗнӗвӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 85 ача шкул пӗтернӗ. Вӗсенчен 17-шӗ экзаменсенче 80 балран ытларах пухма пултарнӑ. Йӗпреҫри 1-мӗш шкулти Ксения Петрова вара вырӑс чӗлхине 100 паллӑлӑх ҫырнӑ. 24 ача шкула медальпа пӗтернӗ. 

Ҫӗмӗрлери педагогсем вара грантсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Иртнӗ икӗ ҫулта округри 10 вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗршыври "Знание" пӗрлешӳн грантне ҫӗнсе илнӗ. Хӑнасем, шӑпах ҫак проектсен куравӗпе паллашрӗҫ. Ача садне ҫӳрекенсем агролабораторисенче мӗн-мӗн ҫитӗнтерни пирки каласа кӑтартрӗҫ. Шкул ачисем вара робототехникӑпа, медицина волонтерӗсен тата шыравҫӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗренекенсем пултарулӑхра та хастар. 

Оксана Верликова, Денис Афанасьев