Тӗрлӗ промышленнӑҫра ӗҫлекен чи маттур специалистсене палӑртакан конкурс Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртрӗ. Тимӗр шӑратса ҫыпӑҫтаракансем, программа хушӑвӗпе ӗҫлекен станоксен операторӗсем, электромонтёрсем тата ытти маҫтӑрсем ӑсталӑхпа пӗлӳ ӑмӑртӑвӗнче икӗ эрне тупӑшрӗҫ.
Тӗрлӗ завод-предприятире ӗҫлекен специалистсем пӗтӗмпе 10 номинацире ӑмӑртрӗҫ. Колледжра вӗсене вӑй виҫме пур майсем те пур. Пӗлӳ ҫуртне хальхи йышши тухӑҫлӑ ӗҫлекен оборудованипе тивӗҫтернӗ. Ҫавна май кунта кӑларакан хатӗрсен пахалӑхӗ тӗнче шайӗнчи ыйтӑма тивӗҫтерет.
Хальхи саманана ҫапла пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсене ыйтать те. "Профессире чи лайӑххи" конкурс вара шӑпах чи пултаруллисене палӑртать.
"Кадры" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртекен конкурсӑн республикӑри суйлав тапхӑрне тухнисене ятарлӑ дипломсемпе чысларӗҫ, укҫан хавхалантарчӗҫ.
Ҫӗршыв шайӗнче мала тухакан специалистсене конкурс йӗркипе килӗшӳллӗ пӗр миллион тенкӗ парса хавхалантарма палӑртнӑ. Электромеханика колледжӗнче вара ҫак конкурса ҫитес ҫул та хӑйсен лапамӗсенчех ирттерме ирӗк илессе шанаҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Оксана Верликова, Вероника Павлова, Игорь Ульянов