Шупашкарти 3-мӗш шкулта - пысӑк уяв. Тинех тӗплӗ юсав хыҫҫӑн пӗлӳ ҫурчӗ хӑйӗн алӑкне уҫрӗ. 1979-мӗш ҫулта хута янӑскер самай кивелнӗ пулнӑ, халӗ вара тултан та, шалтан та ҫӗнелнӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ саманта вӗрентекенсем те, шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.
"Премиум строй" подряд организацийӗ тӑрӑшнипе шкула палӑртнӑ вӑхӑтран уйӑх ҫурӑ маларах хута яма май килнӗ. Ҫакӑнта вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗн тӳпи те пысӑк. Вӗсем те ытти яваплӑ ведомствӑсемпе пӗрле юсав епле пынине асӑрхасах тӑнӑ. Кунта халӗ пӗтӗмпех ҫӗнӗ - шыв, ӑшӑ тата ҫутӑ тытӑмӗсене, канализаци пӑрӑхӗсене - йӑлтах улӑштарнӑ. Коридорсемпе вӗренӳ кабинечӗсене ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа, ытти кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.
Юсав вӑхӑтӗнче ачасем ҫывӑхри пӗлӳ ҫуртне ҫӳренӗ. "Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче тӑван шкул уҫӑлни пысӑк парне пулчӗ," - теҫҫӗ вӗренекенсем. Пӗтӗмпе кунта 755 ача партта хушшине ларнӑ. Вӗсене ӑс пухма, тӗрлӗ енлӗн аталанма халӗ майсем ҫителӗклӗ. Ачасем 3Д моделировани алла илме пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех пӗлӳ учрежденинче патриотла воспитани парассипе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Кунта виҫӗ кадет класӗ. Ҫӗнелнӗ спорт залӗнче ҫамрӑк спортсменсем каратэ енӗпе ӑсталӑхне туптаҫҫӗ, волейболла тата баскетболла выляҫҫӗ. Пӗлӳ ҫуртӗнче ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑваш чӗлхине те ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Ҫитес ҫул шкул таврашне те тирпей-илем кӗртме палӑртнӑ.
Елена Дмитриева, Александр Ильин








