Аслисене те, ачасене те илӗртекен вырӑн пулса тӑнӑ

Красноармейскинче пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче юсанӑ хыҫҫӑн тӗп библиотека алӑкӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ ӑру вулавӑшӗнчи майсемпе эпир те паллашрӑмӑр.

Паян ку учреждени вулавӑш кӑна мар - пултарулӑхпа ӑс-хакӑл центрӗ. Ӑна тӗпрен юсама 12 миллион ҫурӑ тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫапла библиотека тултан та, шалтан та ҫӗнелнӗ. Кунта темиҫе лаптӑк йӗркеленӗ. Вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли майсем ҫителӗклӗ. Тивӗҫлӗ канури Ольга Григорьева та библиотекӑна хавхалансах ҫӳрет.

Кӗнеке фончӗ те самай пуянланнӑ. Пӗр миллион та 200 пин тенкӗлӗх 2 пине яхӑн экземпляр тӗрлӗ литература кӳрсе килнӗ.

"Пирӗн еткер" информаципе ресурс центрӗнче вара интернетпа усӑ курма, тӗрлӗ ӗҫ тума пулать. Ҫакна валли вулавӑш 2 миллион та 900 пин тенкӗлӗх ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ. 

Вулавӑшра ҫамрӑксем валли уйрӑм лапам та пур. Ӑна тӗрлӗ мультимеди хатӗрӗсемпе тивӗҫтӗрнӗ. Унсӑр пуҫне вулавӑш валли 4 миллион та 300 пин тенкӗлӗх сӗтел-пукан туяннӑ. Илемлӗх пӳлӗмӗнче вара ал ӗҫне юратакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Паян вулавӑшра, чӑнах та, аслисене те, те кӗҫӗннисене те кӑсӑклӑ.

Диана Сафонова, Виктор Степанов