Анлӑ ларӑва республикӑри ача сачӗсен ертӳҫисем, воспитательсем, аслӑ шкулсен ректорӗсем тата предприятисен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пухӑва вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров уҫрӗ. Республикӑра "Единая Россия" партин "Мир возможностей" проекчӗпе килӗшӳллӗн "ПрофСеть: ачалӑхран профессие" проект пурнӑҫа кӗрет. Ӑна ӳсекен ӑрӑва профессисемпе паллаштарас, пӗчӗкренех пулас ӗҫе суйласа илме пулӑшас тӗллевпе пуҫарнӑ. Проекта республикӑри пур округпа хула та хутшӑнать. Уйрӑммӑн илсен унта 40 ытла сатике, профессиллӗ 12 вӗренӳ организацине, 3 аслӑ шкула тата регионти тӗп предприятисене явӑҫтарнӑ. Ҫапла республикӑри шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче агролабораторисем уҫӑлаҫҫӗ, инженери, ҫӗвӗ, кулинари кружокӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Статистика тӑрӑх, сатиксенче ытларах ҫӗр ӗҫӗпе паллаштарасси сарӑлнӑ. Паян Чӑваш Енре 200 ытла агролаборатори ӗҫлет. Малашне пӗлӗве ачасем агроклассенче аталантарма пултараҫҫӗ. Унтан аграри университетне вӗренме кӗрӗҫ.
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева палӑртнӑ тӑрӑх, паян республикӑра ачасене аталантарма пӗтӗм май пур. Хӑш-пӗр шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче харӑсах 2-3 енпе ӗҫлеҫҫӗ. Ку вара ачасем мӗнпе кӑсӑкланнине, ӑҫта туртӑм ытларах пулнине лайӑхрах пӗлме пулӑшать. Тӗслӗхрен, Шупашкарти 200-мӗш ача сачӗ "Элара" предприятипе нумай ҫул ҫыхӑну тытать. Ачасене инженери, техника профессийӗсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Ларӑва пухӑннисем шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӗвӗнчи тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарчӗҫ.
Диана Сафонова, Вадим Владимиров








