Ачасене кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ

Шупашкарти "Волна" лагерьте ҫуллахи тапхӑр тӗлне икӗ ҫӗнӗ корпус хута ямалла. Подрядчик ӗҫе ҫак кунсенче пуҫӑннӑ. Стройка мӗнле пынипе хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лукшин паллашрӗ. 

Ачасене канма хӑтлӑ майсем туса парасси "Вӗренӳ аталанӑвӗ" патшалӑх программин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. 1995-мӗш ҫултанпа ӗҫлекен "Волна" лагере ҫӗнетме вӑхӑт ҫитни куҫкӗрет. Ҫакна валли федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ. 

80 миллион тенки - хула бюджетӗнчен. Корпуссене лартма лаптӑк хатӗрлес, ун таврашне тирпей-илем кӗртес, инженери тытӑмӗсене хывас ӗҫе Шупашкар администрацийӗ хӑй ҫине илнӗ. 

Ҫӗнӗ корпуссене хӑвӑрт пуҫтарӑнакан конструкцирен тӑваҫҫӗ. Ӑна валли никӗсӗ хатӗр. Строительсем халӗ стенасене ҫирӗплетмелли юпасене вырнаҫтараҫҫӗ. 

Алексей Лукшин ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пынине палӑртрӗ. Ӑна подрядчикӑн ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫавна май ҫӗнӗ корпуссене ачасем кӑҫалхи ҫулла пахалама та пултарӗҫ. Лагерь директорӗ Елена Лушина пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр сменӑра 170 ҫынна йышӑнма палӑртнӑ, пурӗ 6 смена пулать. Кану учрежденине икӗ тапхӑрпа ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫитес ҫул тата тепӗр икӗ корпус хута ямалла. Ҫавӑн пекех спорт лапамӗ те тума палӑртнӑ. 

Екатерина Фомина, Денис Афанасьев