Ачасем хӑйсене кунта туслӑ ҫемьери пек туяҫҫӗ

Сывлӑх енчен хавшакраххисене пурнӑҫра та, вӗренӳре те ыттисемпе тан ӗлкӗрсе пыма ҫӑмӑл мар. Ҫакна сусӑррисен ашшӗ-амӑшӗ ҫав тери лайӑх ӑнланать. Ывӑл-хӗрне Шупашкарти 3-мӗш пуҫламӑш шкула илсе ҫӳренисен вӑтам классене куҫсан чӑрмав сиксе тухнӑ. Ҫак сӑлтавпа вӗсем 2022-мӗш ҫулта Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева патне йышӑнӑва пынӑ. Пӗрлехи вӑйпа ҫивӗч ыйтӑва татса пама май килнӗ.

Ҫитӗнсе пынӑ май ачасен ахаль шкулсене саланма тивнӗ. Ӳсӗмӗпе килӗшӳллӗн аталанакан вӗренекенсем хушшинче вӗсене йывӑр пулнӑ. Раиса Матвеева та халӗ 8-мӗш класа ҫитнӗ ывӑлне Владислава епле кӑткӑс лекнине аса илет. Хӑнӑхнӑ вырӑна таврӑннишӗн вара тем пек хӗпӗртет.

Чӑннипех те тунсӑхлама вӑхӑт ҫук. Ачасем кунта хӑйсене пӗр пысӑк туслӑ ҫемьери пек лайӑх туяҫҫӗ. Вӗрентекенӗсем те кашнине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Туртӑмне кура хӑшӗ-пӗри музыка енӗпе аталанать, теприсем тӑмран савӑт-сапа тӑвакансен кружокне ҫӳреҫҫӗ, оригами сехечӗсене те кӑмӑллаҫҫӗ. Пурнӑҫра кашнине кирлӗ пулакан повар ӑсталӑхне кунтах хӑнӑхтараҫҫӗ.

Алла Салаевапа канашланӑ хыҫҫӑн Шупашкарти 174-мӗш ача сачӗн 2-мӗш корпусне муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен патшалӑхӑнне куҫарма май килнӗ. Унӑн малашнехи ӗҫӗ-хӗлӗ шӑпах сусӑр ачасене аталантарас тӗллевлӗ пулӗ. Хушма ҫурта тӗпрен юсама 91 миллион ытла тенкӗ хывнӑ. Раштав уйӑхӗнче ӗҫе пикеннӗ подрядчик ҫак кунсенче юсава вӗҫлеме шантарать. Тӗп ҫурт 1-мӗшӗнчен 9-мӗш класс таран шкул вырӑнӗнчех юлӗ. Ҫӗннинче пӗчӗккисене аталантарӗҫ. Унти ресурс центрӗ республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен занятисене, консультацисене килекен ачасене йышӑнӗ. Паянхи кун сусӑррисен пӗлӳ учрежденийӗнче 260 ытла ача ӑс пухать, 250-н килсе ҫӳреҫҫӗ. Алла Салаева Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ умӗн ачасемпе тепӗр хутчен тӗл пулас кӑмӑлӗ пуррине пӗлтерчӗ.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров