Христос Туррӑмӑр пӗлӗт ҫине ҫӗкленнине халалласа лартнӑ Комсомольскинчи чиркӗве уҫнӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ

Уяв кунӗ унта Шупашкарпа Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий литурги ирттерчӗ.

Комсомольскинчи пӗрремӗш чиркӗве 1748-мӗш ҫулта уҫнӑ. Тепӗр 150 ҫултан вӑл тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Кӗҫех ун вырӑнӗнче халӑх вӑйӗпе ҫӗнӗ чиркӳ ҫӗкленӗ. Анчах та 1939-мӗш ҫулта ӑна хупнӑ, кайран пӑснӑ. Ҫак ҫӗнӗ чиркӗве 2000-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа халӗ 20 ҫул ҫитнине Епархи шайӗнче уявларӗҫ. Литургие Савватий митрополитпа пӗрле Канашпа Тӑвай епископӗ Стефан ертсе пычӗ.

 


Алексей Енейкин, Зинаида Паршагина