Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗн кӑҫалхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ

Республикӑри хӗрарӑмсен Канашӗн районсенчи уйрӑмӗсем пӗринчен тепри хастар ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫак кунсенче пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Наталия Николаева Ҫӗрпӳ районӗнчи маттур ушкӑнӑн кӑҫалхи 7 уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетнӗ ҫӗре хутшӑнчӗ, ҫитес ҫулхи тӗллевсемпе паллаштарчӗ. 

Тӗлпулу вырӑнӗ - Рынкӑ ялӗнчи культура ҫурчӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакан, ҫав хушӑрах обществӑлла ӗҫрен те пӗртте юлман Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмӗсем пӗрле пухӑнчӗҫ. Пурӗ районта 17 ушкӑн ӗҫлет. Пысӑк та туслӑ йыша ертсе пыракан Наталия Ильинан каласа памалли чылай. Ҫулталӑк вӗҫленмен-ха, курӑмлӑ ӗҫӗ вара сахал мар. Районти хастарсем халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарассине, ҫамрӑк ӑрӑва ырӑ тӗслӗх кӑтартса тӑван тӑрӑха кирлӗ ҫынсем ӳстерессине, ашшӗ-амӑшӗпе ачисен хутшӑнӑвне тӗрӗс йӗркелессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Дмитрий Макаров