Заводӑн аталанӑвӗнче ӗҫлекенсен тӳпи тӗп вырӑнта

Шупашкарти "Промтрактор" предприяти ҫитес ҫул ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Заводӑн аталану кун-ҫулӗнче унта вӑй хуракансем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Паянхи куна пӗрлешӳре 19 ӗҫ династийӗ тӑрӑшать. Вӗсен пӗрлехи стажӗ пин ҫултан та иртнӗ. Вӑл шутра Федоровсем 94 ҫул вӑй хураҫҫӗ.

Шупашкарта трактор заводне 1972-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче хӑпартма пуҫланӑ. Тепӗр 3 ҫултан пӗрремӗш Т-330 бульдозер туса кӑларнӑ. Пурӗ унтанпа 30 пин ытла техника ӑсталанӑ. Федоровсен ҫемйинчен чи малтан «Промтрактора» Евгений Федорович вырнаҫнӑ. Вӑл кунта вӑй хума пуҫланӑранпа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче 49 ҫул пулать. Евгений Федоровӑн мӑшарӗпе йӑмӑкӗ те ку заводрах ӗҫленӗ.

Евгений Федорович хыҫҫӑн завода унӑн шӑллӗ - Валерий ӗҫлеме килнӗ. Вӑл та 40 ытла ҫул вӑй хурать кунта. "Ҫак вӑхӑт хушшинче тем те пулнӑ пуль, ҫапах та ӗҫе пӑрахасси пирки шутламан", - тет. Халӗ Валерий Федоров паха ӗҫ опычӗпе кӗрӗвне - Константин Лапина паллаштарать. Ҫамрӑк станоксен операторӗн вӑрттӑнлӑхне ӑша  хывать. Юля хӗрӗ те ҫулталӑк каялла Промтрактора вырнаҫнӑ - кадр ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен специалист.

Нумай пулмасть завода Федоровсен тепӗр тӑванӗ - Сергей Алексеев вырнаҫнӑ. Вӑл электрогазосварщик специальноҫне алла илнӗ. Йышлӑ ҫемье "Промтракторпа" пӗрле ӗҫ династийӗ те аталанса пырасса шанаҫҫӗ.

Оксана Верликова, Димитрий Макаров