Туслӑх ҫуртӗнче иртнӗ фестиваль-конкурса Чӑваш Ен, Тутарстанпа Пушкӑртстан тата Пенза тӑрӑхӗнчен чӑвашла юрлакан пултаруллӑ ҫамрӑксем килсе ҫитнӗ. Пурте вӗсем тӑван халӑхӑн ытармалла мар илемлӗ юрри-кӗввине янратрӗҫ.
Пушкӑртстанран килнӗ Антонпа Марина Ивановсем вара "Кӗмӗл сасӑ" фестивалӗн ҫулсерен хутшӑнакан конкурсанчӗсем темелле. Авӑркас районӗнчи Юламан ялӗнче ҫуралса ӳснӗскерсем мӗн пӗчӗкрен культура ҫурчӗн сцени ҫинче халӑх юррисене шӑрантарма юратнӑ. Ҫак конкурсра та пӗртӑвансем пӗрле юрларӗҫ.
Пушкӑрт Республикинчи ентешсем тӑван чӗлхене упраса пурӑнассинче чӑнласах ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Ҫтерлӗ хулинчен килнӗ Константин Петров та сцена ҫинче чунне уҫса юрларӗ.
Ҫӗршыв чиккинче ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ май конкурсра салтак юррисем те пулчӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗ йӗркелекен уявра пурӗ 4 регионти 17 ҫамрӑк юрӑҫ тата 5 ушкӑн хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Залри халӑх вӗсемпе пӗрле юрларӗ.
26-мӗш "Кӗмӗл сасӑ" конкурсра уйрӑм юрлакансен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята Пушкӑрт тӑрӑхӗн пики Марина Иванова тивӗҫрӗ. Иккӗмӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри хӗрӗ Александра Шевнина тухрӗ. Виҫҫӗмӗшсем вара Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн каччи Александр Филиппов тата Пушкӑртстанри Константин Петров пулчӗҫ. "Чи ҫепӗҫ сасӑллӑ юрӑҫ" Вӑрнар тӑрӑхӗнчен килнӗ Лена Смирнова, "Куракансем килӗштернӗ юрӑҫ" Тутарстанри Елабугӑран ҫитнӗ Максим Новиков, "Хӑйне евӗр ӑста юрлакан юрӑҫ" ята Канаш тӑрӑхӗн каччи Андрей Алексеев тивӗҫрӗҫ. Ушкӑнпа юрлакансен йышӗнче вара Ҫӗнӗ Шупашкарти "Шевле" ансамбль мала тухрӗ. Пушкӑрт ҫӗрӗнчен килнӗ "Риан" дуэтпа Пенза тӑрӑхӗнчи "Икӗ Марье" иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна пайларӗҫ. Гран-прие вара Елчӗк тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ пики, 11-мӗш класра вӗренекен Виктория Романова ҫӗнсе илчӗ.
Пултаруллӑ юрӑҫсем Чӑваш наци конгресӗпе эстрада союзӗн, ҫавӑн пекех фестиваль спонсорӗсен парнисене тивӗҫрӗҫ. Аслӑ сцена ҫине ҫул уҫӑлни вара ҫамрӑксемшӗн чи пысӑк ҫитӗнӳ темелле.
Алексей Енейкин, Олег Цыпленков